Вилли Хаапасало чăваш йăли-йĕрки çинчен кинофильм ÿкерет

19 Авăн, 2015

Вилле Хаапасалло финн киноактерне Раççейре пурăнакансем «Особенности национальной охоты», «Особенности национальной рыбалки», «Кукушка» киносем тăрăх пĕлеççĕ. Актер пирĕн çĕршыв çинчен документлă фильмсем ÿкерет. Вĕсенчен пĕри - Атăлçире пурăнакан тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе çыхăннă. Çак кунсенче вăл хăйĕн пултарулăх ушкăнĕпе Чăваш Енре пулчĕ. Кун пирки чăваш наци конгресĕн пресс-служби ÿкернĕ сюжетра.

Чăваш наци телевиденийĕ

Рубрика: