Вилĕмрен çăлнă

24 Утă, 2015

Шупашкарта тин çуралнă икĕ ачана, чĕре чирĕпе чирлĕскерсене, пĕр тăхтамасăр операци тумалла пулнă. Вĕсене Пензăри чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕн федераци центрне илсе çитернĕ. Тухтăрсем пĕчĕк пациентсене вилĕмрен çăлнă. Халĕ вĕсем ырă-сывă. Вĕсенчен пĕрне Шупашкара илсе килнĕ, тепри хальлĕхе - Пензăра.