Видеороликсен конкурсĕ пуçланчĕ

22 Утă, 2016

Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ Шупашкар хула администрацийĕпе тата «Чăваш Ен» фондпа пĕрле «Чăваш Ен — манăн республика» видеороликсен конкурсне ирттерет.

Унта кăмăлĕ пур кашни çын — 12 çултан аслăраххисем — хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен тăван республикăна юратнине палăртса видеофильм ÿкермелле, телерадиокомпание ярса памалла. Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа кашни эрнерех экспертсен ушкăнĕ чи лайăх 3 ролике палăртĕ, шăпах вĕсем конкурсăн финалне тухĕç. Çак роликсене Наци телекуравĕпе пĕр эрне кăтартĕç, вĕсем социаллă сетьсенче лайксем пухĕç. Конкурса юпа уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç.

Чи лайăххисене палăртнă чухне çак самантсене шута илĕç: тематикăпа килĕшсе тăни, пултарулăх çĕнĕлĕхĕ, вăл ыттисенчен уйрăлса тăни, сасă пурри, видеоэффектсем, тата, паллах, куракансем ырăпа хаклани.

Рубрика: