Вице-мэр пулнăскер суд умне тăрать

20 Ака, 2015

Республика прокурорĕн пĕрремĕш заместителĕ Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн архитектурăпа хула тăвас ĕç ыйтăвĕсемшĕн яваплă заместителĕнче - архитектурăпа хула тăвас ĕç управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Александр Анисимов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ. Прокуратура пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - ăна предприниматель ĕçне саккуна пăсса хутшăннăшăн, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн тата саккунлă предпринимательлĕхе чăрмантарнăшăн айăплаççĕ.

Уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пĕрремĕш пайĕ тĕпченĕ. Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Анисимов 2012 çулхи ноябрьтен тытăнса 2013 çулхи ноябрьччен хăйне çывăх коммерци организацине çăмăллăхсем панă. Çав фирмăн пĕртен-пĕр учредителĕ унăн амăшĕ пулнă. Тĕп хула варринчи çĕр лаптăкне, сад юлташлăхне панăскере, муниципалитет харпăрлăхĕнчен илсе унта «хăйĕн» фирмин вăйĕпе нумай хваттерлĕ 5 подъездлă çурт çĕклемелли условисем йĕркеленĕ. Чăннипе икĕ подъезд тумалли ирĕк кăна пулнă. Вăл саккуна пăснă май çак лаптăка тата икĕ лаптăка /пĕтĕмпе - 674 тăваткал метр/ хула тулашĕнчи коттедж поселокĕнчи çĕрпе улăштарнă. Тан мар улăштарăва пула Шупашкар администрацийĕ 1,7 млн яхăн тенкĕлĕх сиен тÿснĕ.

Унсăр пуçне 2012 çулхи мартран тытăнса 2013 çулхи февральччен чиновник виçĕ строительство организацийĕн ертÿçисене предпринимательлĕх енĕпе ĕçлеме чăрмантарнă. «Алькеш-1» микрорайонти, Ленин комсомолĕн тата Пролетари урамĕсенчи нумай хваттерлĕ виçĕ çурт строительствине пурнăçланă май подряд ĕçĕсене хăйне çывăх фирмăна явăçтарма ыйтнă. Ыйтăва ун майлă татса парсан вице-мэр пулнă май строительсене татах çурт тумашкăн, маларах тунă çуртсене хута ямашкăн ирĕк пама шантарнă. Хайхи компанисен ертÿçисен Анисимовăн саккунсăр требованийĕсене ирĕксĕрех пурнăçлама, кайран уншăн «тăван» фирма пурнăçланă ĕçсемшĕн тÿлеме тивнĕ - 5,3 млн тенке яхăн куçарнă.

Виçĕ организацирен пĕрин директорĕ вице-мэр сĕннĕ хаксемпе килĕшмен, ĕçсемшĕн рынок хакĕпе кăна тÿленĕ те - тÿрех чăрмав çуралнă. Чиновник çак организаци Пролетари урамĕнче хăпартнă çурта хута яма ирĕк паракан документа пĕр уйăх иртсен тин алă пуснă. Çапла майпа строительство организацине 1,2 млн яхăн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Уголовлă ĕçре Анисимов 2012 çулта Шупашкарта ирĕк илмесĕрех пурăнмалли çуртсен блок- секцийĕсене çĕклессине, лавкка тăвассине йĕркелени те палăрнă. Асăннă лавкка строительствине пула Шупашкарăн кăнтăр-хĕвеланăç районĕнчи хваттерсен хуçисен юлташлăхĕн харпăрлăхĕнчи ача-пăча площадкине пăсма тивнĕ, çавăн пекех пурăнмалли çуртăн конструкци элеменчĕсем сиенленнĕ. ТСЖна кÿнĕ сиен 360 пин тенкĕрен иртнĕ.

СК управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - следователь ыйтнипе суд айăпланакан тĕлĕшпе 1 млн тенкĕ салук тÿлеттермелли чару мери палăртнă. Çавăн пекех унăн икĕ хваттерне, икĕ хваттерти пайĕсене, виçĕ гараж боксне, Шупашкарти çĕр лаптăкне арестленĕ. Анисимов следстви вăхăтĕнче хăйĕн айăпне йышăнман.

Эппин, судри тишкерÿ ансат пулмасси те куçкĕрет. Уголовлă ĕç калăпăшĕ те пысăк - 25 том. Свидетельсен шучĕ - 100 çынна яхăн. Шар курнисем - 7 çын. Çапах следстви иккĕленмест: Анисимов айăпне ĕнентерсе памашкăн материал çителĕклĕ пухнă. Преступленисене СК следователĕсем ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн районсен пĕрлехи пайĕпе алла-аллăн ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă. Уголовлă ĕçе суда панă ĕнтĕ - ăна тĕп хулари Ленин районĕн сучĕ тишкерĕ.

Н.ДМИТРИЕВ.

Рубрика: