Виççĕмĕш тĕлпулуччен, «Асам»!

1 Чÿк, 2016

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» II кинофестивалĕ, регионсен хушшинчи “Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне” форум хÿттипе йĕркеленĕскер, историе юлма ĕлкĕрчĕ те. Раççей Кино çулталăкĕнче унăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк пулчĕ. “Асам” çавăн пекех Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне те туллин çутатрĕ.

Эппин, çавсамантсем çинче чарăнса тăрар-ха. Раççей национальноçсен агентстви уйăрнă укçа-тенкĕ “Асам” йĕркелÿçисене /ЧР Кинематографистсен союзĕ, ЧР Культура ми-нистерстви тата Чăваш наци конгресĕ/ пысăк ĕçсем пурнăçлама май панă. Чи малтанах вăл унта хутшăннă ĕçсен йышĕпе уйрăлса тăчĕ: иртнĕ çул конкурса 11 фильм тăратнă тăк, кăçал — 27 /çав шутра 11 — илемлĕ, 8 — анимаци тата 8 — документлă/. Иккĕмĕшĕнчен — конкурс тулашĕнче кăтартнă кинолентăсем. Тĕрлĕ вăхăтра ÿкернĕскерсем республикăн пул-таруллă та паллă çыннисемпе — СССР халăх артисчĕсемпе Вера Кузьминапа, Валерий Яковлевпа, Геннадий Волков этнопедагогпа, чăвашсен пĕрремĕш актрисипе Тани Юнпа — паллаштарчĕç.

Хальхинче тĕрĕк тĕнчин киновĕпе те киленме май пулчĕ: Кăркăсстан, Туçи Алтай, Якут, Тутарстан, Пушкăртстан кинематографисчĕсен фильмĕсене кăтартрĕç. Болгарирен те икĕ фильм ярса панă.

Фильмсем пăхнипе пĕрлех чĕрĕ калаçусем те иртрĕç. Чăваш, Питĕр, Тутарстан, Дагестан, Молдова, Кăркăсстан кинематографисчĕсем хăйсен ĕçне чĕртсе тăратассипе çыхăннă “çавра сĕтел”, пултарулăх тĕлпулăвĕсем ирттерчĕç.

Ултă кун сисĕнмесĕрех иртрĕ. Иртнĕ шăматкун Наци библиотекинче иккĕмĕш “Асамăн” çĕнтерÿçисене те палăртрĕç. Вĕсене ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов саламларĕ, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ. Тĕп парнене — “Асам” статуэткăна — камсем тивĕçрĕç-ха?

Владимир Карсаков режиссер Юрий Скворцов произведенийĕ тăрăх ÿкернĕ “Сурăм хĕрĕ” чи пысăк наградăна — Гран-прие — илчĕ. Кинофестивалĕн ятарлă “Чăваш киноискусствине аталантарнăшăн” парнине Алексей Иванов /Сĕрмек/ продюсера тата “Чăваш Ен” ПТРК операторне Сергей Мышева /вилнĕ хыççăн/ пачĕç.

Номинацисем тăрăх çак фильмсем çĕнтерчĕç: “Чи лайăх илемлĕ фильм” — “Принять удар” /режиссерĕ Елена Рябцева/, “Чи лайăх документлă фильм” — “История великого народа” /Юрий Сергеев/, “Кĕске метражлă чи лайăх фильм” — “Çĕр çул иртсен” /Марина Каря-гина/, “Чи лайăх анимаци фильмĕ” — “Как ловили луну” /Ольга Горюнова/, “Чи лайăх оператор ĕçĕ” — Анатолий Трофимов /”Принять удар”/, “Монтаж енĕпе чи лайăх режиссер” — Елена Рябцева /”Принять удар”/, “Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан” — Ирина Верьялова /”Сурăм хĕрĕ”/, “Арçын рольне чи лайăх вылякан” — Сергей Данилов /”В лесу”/, “Иккĕмĕш планри “Арçын рольне чи лайăх калăплакан” — Алексей Коротков /”Ветки”/, “Иккĕмĕш планри “Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан” — Наталья Козлова /”Там, где тебя нет”/, “Эпизодри “Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан” — Надежда Ки-риллова /”Сурăм хĕрĕ”/, “Эпизодри “Арçын рольне чи лайăх вылякан” — Юрий Спиридонов /”Там, где тебя нет”/, “Чи лайăх сценари” — Юрий Михеев /”История ве-ликого народа”/, “Чи лайăх композитор ĕçĕ” — Илья Чесноков /”В лесу”/, “Чи лайăх сасă режиссерĕ” — Владимир Беляков /”Зри в корень”/, “Илемлĕх енĕпе чи лайăх постановка” — Татьяна Шаповалова /”Никита”/, жюрин ятарлă “Шанăç” парни — Александр Игнатьев /”Никита”/, Сергей Сахаров /”Шигали”/, Юлия Сидорова /”Хĕрĕн кун кĕнеки”/.

“Асам” кинофестивале хупнă саманта “Çавал” эстрадăпа фольклор ансамблĕ, “Эрешсем” халăх ташă ансамблĕ тата Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Анастасия Николаева илем кÿчĕç.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: