Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр

9 Çу, 2018

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 73 çул çитнине Çĕнĕ Шупашкарта анлă паллă турĕç. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Çĕнĕ Шупашкар хула ертÿçисем тата ытти яваплă çынсем, хулара пурăнакансем, хăнасем хутшăнчĕç.
Уяв парадне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем, ветеранĕсем, Афганистанри, Çурçĕр Кавказри çапăçусене хутшăннă, чикĕ хуралĕнче тăнă ветерансем, предприяти-организацисенче вăй хуракансем, шкул ачисем, студентсем тăчĕç. Стройпа 11000 ытла çын утса тухрĕ. Çав шутра 5 пин ытла çын Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнчĕ. Вĕсем вăрçа кайнă тăванĕсен портречĕсене йăтса утрĕç, мирлĕ пурнăçшăн хаяр çапăçура пуç хунисене манманнине ĕнентерчĕç.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.
— Пирĕн вăй — пĕрлĕхре, тăван çĕре, республикăна, хулана, юратнă Раççее парăннинче! Çак Аслă Çĕнтерÿ кунĕ пире пурне те ырлăх, çынлăх тĕллевĕсем пĕрлештерччĕр. Çĕнтерÿçĕ халăха мухтав! — терĕ вăл.
Митинга пуçтарăннисем вăрçăра пуç хунисене самант шăп тăрса асăнчĕç, палăк умне чечексем хучĕç. «Химик» культура керменĕ умĕнче «Уй кухни» йĕркелерĕç. Унта салтак апатне — пăтă — тутанса пăхрĕç. Çĕнтерÿ тÿремĕнче «Çĕнтерÿ вальсĕ» акци иртрĕ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Капитолина ГРУЗДЕВА, «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнакан:
Акцине аттен портретне йăтса тухрăм. Федор Семенович Шепелин вăрçа тухса кайсан анне икĕ ачапа юлнă. Шел, çывăх çыннăмăр вăрçăран таврăнаймарĕ. Вăл Смоленск хули çывăхĕнчи çапăçура вилнĕ. Вил тăприне темиçе çул шыраса та тупаймарăмăр. Çулсерен çак акцине хутшăнса аттеме манманнине, мирлĕ пурнăçшăн тав тунине çирĕплететĕп.

Мария МИРОНОВА, тыл ветеранĕ:
Вăрçа пула вĕренме май килмерĕ. Пире тăваттăмĕш класа çÿрекенсене урокранах ĕçлеме илсе каятчĕç. Вăрман касни, Атăл тăрăх йывăç юхтарнине, окопсем чавнине мĕнле манăн? Çĕнтерÿ кунне çулсерен уявлатăп. Хальхинче Николай Петров пичче портретне те йăтса тухрăм. Вăл Сталинграда хÿтĕлесе вилнĕ.

Теги: 

Комментари хушас