Вĕсем пире вăй-хăват парса тăраççĕ
16 Apr, 2015 | Культура

Николай Григорьев çырнă «Легендарный Андриян Николаев» кĕнекепе Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн, Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчикăн тăван тăрăхĕнче, Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăлта, пурăнакансене паллаштармасăр епле-ха. Шăпах Космонавтика кунĕ умĕн тĕнчипе паллă ялта çак кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Унта медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Григорьев профессор, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай тата кĕнекене кун çути кăтартма пулăшнисем хутшăнчĕç.

Шуршăлсем хăнасене тарават кĕтсе илчĕç. Тÿрех Андриян Николаевăн Мемориал комплексĕпе паллаштарчĕç. Шуршăлсене кĕнеке парнелеме пынисем Андриян Николаев çÿренĕ «Волга» машинăна та ларса курчĕç. Ун хыççăн чăвашсен мухтавлă ывăлĕн вилтăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Мероприяти программи ялти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Шкул ачисем чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ ентешне халалланă сăвăсене çĕкленÿллĕ туйăмпа вуларĕç. Пухăннисен кăмăлне «Шурăмпуç» тата «Çăлтăр» ушкăнсем юрă-ташăпа çĕклерĕç.

Вăтăра яхăн кĕнеке авторĕ Николай Григорьевич хăйĕн сăмахĕнче çак хайлава çырма мĕн хĕтĕртни пирки каласа кăтартрĕ. Кун пирки вăл тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕрпе пĕрремĕш хут курнăçнă чухнех шухăшланă. Музейăн ăслăлăх ĕçченĕ Тамара Лебедева вара автор кĕненкене ансат та çăмăл чĕлхепе çырнине, çавăнпах вăл кирек мĕнле ÿсĕмри çыншăн та кăсăклă пулнине асăнса хăварчĕ.

«Легендарный Андриян Николаев» кĕнеке редакторĕ Валери Тургай хайлаври уйрăмах интереслĕ сыпăкĕсене вуласах пачĕ. Валерий Владимирович чăваш ятне çÿле çĕкленĕ Андриян Николаев, Константин Иванов тата Çеçпĕл Мишши халăх асăнче ĕмĕр-ĕмĕр пурăнассине, вĕсем çÿл тÿпене кайса тăван халăха вăй-хăват парса тăнине çирĕплетрĕ.

Тĕлпулу пухăннисем пурте пĕрле ура çине тăрса космос паттăрĕн чи юратнă «Вĕç, вĕç куккук» юррине шăрантарнипе вĕçленчĕ.

Василий КУЗЬМИН.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем