Вĕсем — халăх сывлăхĕн управçисем

24 Çурла, 2016

Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура керменĕнче медицина ĕçченĕсен династийĕсене чысларĕç. Мероприятие Ĕç çыннин çулталăкне халалларĕç.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енри сывлăх учрежденийĕсенче 160 ытла династи ĕçлет. "Вĕсен хушшинче врачсем те, медсестрасем те, медицина учрежденийĕсен ертÿçисем те, министерство ĕçченĕсем те пур. Пурте вĕсем республикăри сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕшĕн, халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми вăй хураççĕ", — палăртрĕ министр.

Медицина ĕçченĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ. "Врач профессийĕ çăмăл ĕç мар. Эсир çынсен пурнăçĕшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн яваплă. Ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-амăшĕпе аслашшĕ-асламăшĕн çулне суйласа илни питĕ пархатарлă. Пĕр-пĕринчен вĕренсе, тĕслĕх илсе медицина аталанăвне витĕм кÿретĕр. Наци сывлăхĕ сирĕн ĕçĕртен, эсир хăвăр ĕçĕре юратса тунинчен нумай килет", — терĕ вăл сывлăх сыхлавĕ патшалăх политикин чи пĕлтерĕшлĕ отраслĕсенчен пĕри пулнине палăртса.

Сцена çине республикăри чи пултаруллă та ĕçчен 20 çемье тухрĕ. Вĕсен кашнин шăпи, биографийĕ хăйне евĕрлĕ. 100-500 çул ĕç стажĕ пухнă династисене парнесем пачĕç. Уявра çавăн пекех ÿкерчĕксемпе сочиненисен конкурсĕсенче çĕнтернĕ шкул ачисене, медицина темине массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатакан жрналистсене те чысларĕç.

А.МИХАЙЛОВ.