Вĕренÿре йывăр та...

29 Авăн, 2015

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Оперативлă штабĕ терроризма хирĕç вĕренĕвĕн юлашки тапхăрне вĕçленĕ.

Унăн сценарийĕпе килĕшÿллĕн хĕç­пăшаллă террористсен ушкăнĕ Чăваш Енри санаторипе курорт учрежденийĕсенчен пĕринче заложниксене ярса илнĕ. Кĕçех Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ ертсе пыракан Оперативлă штаб ĕçе пуçăннă. Вĕренÿ вăхăтĕнче халăх хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă мерăсене пурнăçланă, теракта сирсе ярас, хĕçпăшаллă преступниксене сиенсĕрлетес тата заложниксене ирĕке кăларас тĕллевлĕ мероприятисене ăнăçлă йĕркеленĕ. Ятарлă тĕллевлĕ подразделенисене Раççей ФХСĕн авиацийĕ те пулăшнă.

Оперативлă штабăн вăй тытăмĕсем республикăн тата муниципалитетсен влаç органĕсемпе çыхăну тытса ĕçлессине çирĕплетес тĕллев тытнă. ФХС тата ШĔМ пресс-службисем пĕлтернĕ тăрăх - çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçланă. Вĕренÿ ертÿçисем унта хутшăннисен ĕçне ырласа хакланă.

Рубрика: