Вĕрентекенрен пĕлтерĕшлĕреххи çук

7 Юпа, 2014

Çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри çулленех иртекен «Раççейĕн çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс лауреачĕсем Раççей Президенчĕпе тĕл пулнă. Патшалăх пуçлăхĕ конкурсăн пĕрремĕш турне тухнă чи лайăх преподавательсемпе калаçу ирттернĕ. Вĕсен хушшинче - Çĕнĕ Шупашкарти ют чĕлхесене тарăннăн вĕрентекен 5-мĕш вăтам шкулти нимĕç чĕлхи учителĕ Екатерина Владимирова.

Владимир Путин кирек мĕнле обществăра та пысăк вырăн йышăнакан вĕрентекенсен пĕлтерĕшне палăртнă: «Паллах, манăн сирĕн пысăк мисси çинчен калас килет. Йĕркеллĕ обществăра вĕрентекенрен, тухтăртан пĕлтерĕшлĕреххи çук». Çавăн пекех вăл субъективлă ыйтусене те, уйрăммăн илсен, ĕç укçин шайне сÿтсе явма сĕннĕ. «Правительство тата Президент юлашки çулсенче çак ыйтупа мĕн тери тимлĕ ĕçленине эсир пĕлетĕр. Ку енĕпе калаçмалли пурах-тăр», - тенĕ патшалăх пуçлăхĕ, ĕç укçи регион экономики енĕпе вăтам шая çитнине пĕлтернĕ.

Владимир Путин çавăн пекех учительсен професси шайне ÿстернин пысăк пĕлтерĕшне палăртнă. Хальхи условисенче вăхăт ыйтнă пек пулма питĕ йывăр: «Енчен те унччен вĕрентекен информацин - лайăххин те, япăхраххин те - пĕртен пĕр çăл куçĕ пулнă тăк паян çакнашкал çăл куç питĕ нумай. Çак çăл куçсемпе тупăшма пачах та çăмăл мар».

Президент хăй патне пынисене ăнăçупа саламланă, вĕсем конкурс финалне тухнă 15 çын йышне кĕнĕ. Çак тупăшăва 25 çул тăршшĕнче 80 пине яхăн педагог хутшăннă. «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс преподавательсен ĕçлес туртăмне ÿстернипе те лайăх, мĕншĕн тесен ăмăрту пулса тăрать - çапла пĕтĕмлетнĕ вăл.

- Пирĕн Екатерина Михайловнăшăн эпир шкулĕпех хумхантăмăр, - тет 5-мĕш шкул директорĕ Валентина Петрова. - Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăл Мытищи хулинчи 31-мĕш шкулти 4-мĕш класра уçă урок пачĕ. Физкультминут вăхăтĕнче пĕчĕккисене хăй Чăваш Енрен килнине каласа кăтартрĕ. Ачасене чăваш ташши кĕртнĕ пысăках мар клиппа паллаштарчĕ, каярах хăй пурнăçлакан хусканусене тума сĕнчĕ. Екатерина Михайловна урокне онлайн-режимпа çĕр-шывĕпех сăнарĕç, 5-мĕш шкул вĕрентекенĕсемпе ачисем - пушшех те пăшăрханса. Екатерина Владимировна финала тухасси çак урок кăтартăвĕсенчен те килчĕ вĕт.

Урок хыççăн вĕрентекен ăсталăх кăтартмалли класра, педагогсен канашĕнче пулнă, вĕренÿ проектне тăратнă. Ăсталăх кăтартмалли класс ăнăçлă иртнĕ: ĕçтешĕсем - конкурса хутшăннисем Чăваш Енрен килнĕ учительницăна ура çине тăрсах алă çупса хавхалантарнă.

Сăмах май, Екатерина 5-мĕш шкултанах вĕренсе тухнă, аслă пĕлÿ илсе унтах таврăннă. Çак шкулта вăл 6 çул ĕçлет.

 

А.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.