Вĕрентекене айăпланă

14 Çу, 2015

Елчĕк районĕн сучĕ Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классен вĕрентекенĕнче ĕçленĕ 28 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе приговор вуланă. Педагога хăйĕн ĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн тата çул çитмен ачасене хур кăтартнăшăн условлă майпа 3 çуллăха айăпланă. Унсăр пуçне учительтен 50 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх, 2013 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа пĕлтĕрхи майччен çак хĕрарăм хăй ертсе пыракан класс ачисене самаях нушалантарнă. Пĕр вĕренекенĕн çăварне скотч çыпăçтарса хупланă, икĕ хĕрачана çÿçĕнчен туртнă, 5 ачан çамки çине хĕрлĕ пастăпа "иккĕ" лартнă. Пĕррехинче пĕчĕкскерсене урок тăршшĕпех ура çинче тăрса çыртарнă. Килти ĕçе пурнăçламаннисене вăл тата ытларах пусмăрланă, аллисенчен линейкăпа çатлаттарнă, пĕрне вара пиçиххипех ăшаланă. Условлă айăплавсăр пуçне педагогăн вĕренÿ тытăмĕнче тепĕр икĕ çул ĕçлеме юрамасть.