Вĕренес вырăнне...

28 Авăн, 2015

Шупашкарти пĕр шкулта 11 класра вĕренекен икĕ хĕре наркотиксене саккунсăр майпа упраса салатнăшăн айăпланă.

Суд РФ СКĕн республикăри следстви органĕсем пуçтарнă материалсем Шупашкарта пурăнакан 17 тата 18 çулти хĕрсене айăплă тесе йышăнма çителĕклĕ тесе палăртнă.

Республикăри следстви управленийĕн уйрăмах пысăк ĕçсене тишкерекен уйрăмĕпе суд çакна палăртнă: 2014 çулти чÿк уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлаччен хĕрсем Интернет урлă спайссем туяннă. Вĕсене пикесем килĕнчех упранă. Хăш-пĕр пайне вара хулан тĕрлĕ кĕтесĕнче ятарлă управсенче пытарнă. Çакăн пирки хăйсем палламан çынна - шăпах ун урлă Интернетра çак наркăмăша туяннă та - электрон почта урлă пĕлтернĕ. Çакă «синтетикăна» туянакансем патне вăрттăн çитерме кирлĕ пулнă. Апла пулин те вĕсене республикăри наркополицейскисем тытса чарнă. Шырав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн 450 ытла грамм наркăмăш тупнă. 213-шĕ - пĕрин, 243-шĕ теприн хваттерĕнче упраннă. Вĕсене те малашне салатмалла пулнă.

Суд 18 çулти хĕре 6,5 çуллăха /тĕрĕслев срокĕ - 4,5 çул/, унăн 17 çулти пулăшуçине 6 çуллăха /тĕрĕслев срокĕ - 4 çул/ условлă майпа айăпланă.

Татьяна НАУМОВА.

Рубрика: