Венгри - Чăваш Ен: чăрмавсене пăхмасăр туслăх çирĕпленет

11 Нарăс, 2015

Ĕнер Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче Венгрин ялхуçалăх министрне Шандор Фазекаша, Ялхуçалăх министерствин апат-çимĕç çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан патшалăх секретарĕн заместительне, ветеринарин тĕп врачне Лайош Богнара тата тулаш çыхăнусен департаменчĕн директорне Жолт Белански-Демкăна йышăнчĕ. Енсем Чăваш Енпе Венгри хушшинчи тĕрлĕ енлĕ хутшăнăвĕсене çирĕплетессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтĕртенпе çĕршывра ялхуçалăх продукцийĕ туса илекенсемшĕн, апат-çимĕç рынокĕшĕн анлă çул уçăлнине, аграрисем пысăк тупăш илме пуçланине палăртрĕ. Венгри делегацине республикăри хресченсемпе пĕрле проектсем пурнăçлама чĕнсе каларĕ. Иртнĕ çул Венгрирен виçĕмçулхинчен 39,2% нумайрах тавар илсе килнĕ.

«Венгрири çĕр ĕçченĕсем питĕ маттур. Чăваш хресченĕсем те пултаруллă, - терĕ М.Игнатьев. - Кирек хăçан та калаçса татăлма пултараççĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври тата чикĕ леш енчи регионсене пĕр-пĕринпе экономика çыхăнăвĕ йĕркелеме хавхалантарать. Çавăнпа тавар çаврăнăшне сарма пире никам та чăрмав кÿмест».

Ш.Фазекаш та Венгрипе Чăваш Ен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме ăнтăлнине пĕлтерчĕ. «Уйрăммăн илсен ĕне выльăх, сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илессипе килĕштерсе ĕçлеме палăртатпăр, - терĕ вăл. - Тĕллеве пурнăçа кĕртме ятарлă ушкăн çирĕплетĕпĕр».

ЧР Пуçлăхĕ ют çĕршывсенчи компанисене республикăра ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре 49 çула тара парасси, ăна уйăрса çирĕплетес ĕçе уççăн йĕркелесси, ĕне выльăх, кайăк-кĕшĕк ашĕ, вăрлăх, çăмарта туса илессипе пĕрле ĕçлесси çинчен каларĕ. Венгрирен пирĕн пата килсе тара çĕр илнисĕр пуçне производство объекчĕсем тума пултараççĕ. Кунашкал предприятисен Раççей хыснинчен уйăракан субсидисемпе усă курма ирĕк пур.

Çĕршывра та, Чăваш Енре те халăха кайăк-кĕшĕк ашĕпе тивĕçтерес ыйту çивĕч тăмасть. Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕ венгрсене республикăра чăх-чĕп фабрики е цехĕ тăвас ыйтăва хускатмарĕ.

Министр çĕрулми, куккурус, ытти культура вăрлăхне Венгрирен туянма май пуррине систерчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕршывра доллар хакланнăран вĕсене Европăра туянсан питĕ хакла ларассине каларĕ, «хăвăр вăйпа пирĕн çĕр çинче туса илсе вырăнти ялхуçалăх организацийĕсене, фермерсене сутăр» терĕ. Çак сĕнÿпе Ш.Фазекаш килĕшрĕ. «Эпир сире пахчаçимĕç вăрлăхĕ те сĕнетпĕр, - палăртрĕ вăл. - Тĕрлĕ шыв-шурта пулă ĕрчетме тĕллев лартăпăр. Венгри Чăваш Ене ялхуçалăх техники сутма пултарать».

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сÿтсе явнă хыççăн икĕ енлĕ çыхăнăва çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлеме ушкăн туса хучĕç. Унта Венгрири ялхуçалăх технологийĕсен институтне тата ЧР Ялхуçалăх министерствин специалисчĕсене кĕртрĕç. Вĕсем ĕç планне хатĕрлĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ