Вĕлернĕ те пытаннă
17 Jul, 2015 | Пулса иртни

Кăçалхи июнь вĕçĕнче Патăрьел районĕнчи пĕр хуçалăхра ир-ирех 55 çулти арçын виллине асăрханă. Вăл пурнăçран хăй тĕллĕн уйрăлманни тÿрех курăннă: ÿчĕ çинче çапса амантнă йĕрсем пулнă. Право органĕ уголовлă ĕç пуçарса çын вĕлерекене шырама тытăннă.

Ăна июлĕн 8-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче тытса чарнă. 40 çулти арçын Тутарстанри Пăва районĕнчен иккен. Çын пурнăçне татнă хыççăн тухса тарма хăтланнă, анчах май килмен. Мĕн сиксе тухнă вĕсен хушшинче?

Тĕпчев палăртнă тăрăх, июнĕн 29-мĕшĕнче Патăрьел салинче хунямăшĕ патĕнче хăнара пулнă вăл. 55 çулти кил хуçипе сасартăк хирĕçсе кайнă хайхискер. Сăмах çине сăмах, кĕтмен çĕртен кĕрепле ярса тытнă та хăйĕнчен аслă çынна çапма тытăннă. Лешĕ ÿксен те чарăнман. Урса кайнăскер çĕрте выртакана темиçе хут та çĕçĕпе пырĕнчен чикнĕ, пăвнă. Йывăр аманнă кил хуçи çавăнтах вилнĕ. Преступник ăна картишри туалета пытарнă та хăвăрт тухса шăвăннă. Уй - куçлă, вăрман - хăлхаллă тенĕ. Асăрхакан пулăшнипе йĕксĕке тарса ÿкме паман.