Вăйлисене - чи сумлă наградăсем

15 Пуш, 2014

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире Паралимп вăййисем старт илчĕç. Уяв XXII Олимпиада пекех Олимп паркĕнчи «Фишт» стадионра уçăлчĕ. Кунта пĕтĕмпе 1 пин ытла артист /вĕсенчен 140-шĕ инвалид/, çавăн пекех 2500 волонтер хутшăнчĕç. 48 хула урлă Раççейри 8 федераци округне çитнĕ çулăма чаплă лару-тăрура çутрĕç. Паралимп вăййисен талисманĕсем - Çулăм тата Юр пĕрчи. Раççей ялавне йăтаканĕ - Валерий Редкозубов сăрт-ту йĕлтĕрçи.

Паралимп вăййисенче 45 çĕршыври 1600 ытла спортсмен медальсен 72 комплекчĕшĕн тупăшать. Вĕсем биатлон, керлинг, сăрт-ту йĕлтĕрçисен спорчĕ, сноуборд, следж-хоккей, йĕлтĕрпе чупас енĕпе вăй виçеççĕ.

Ăмăртусенче пирĕн çĕр-шыв чысне 69 спортсмен хÿтĕлет. Раççей команди малтанхи кунсенчех хăйне аван енчен кăтартма тытăнчĕ, тÿрех темиçе медаль çĕнсе илсе турнир таблицин чи çÿллĕ картлашкине йышăнчĕ. Биатлонçăсемпе йĕлтĕрçĕсем уйрăмах маттур. Пушăн 14-мĕшĕн 13 сехет те 30 минут тĕлне паралимпçăсем 20 ылтăн, 19 кĕмĕл, 15 бронза çĕнсе илме пултарчĕç. Сумлă наградăна тивĕçнисен йышĕнче: Рушан Миннегулов, Роман Петушков, Кирилл Михайлов, Михалина Лысова, Алена Кауфман, Анна Миленина, Елена Ремизова тата ыттисем.

Юн кун Омскри 19 çулти Григорий Мурыгин йĕлтĕр спринтĕнче кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Ытлари кун биатлонра бронза çĕнсе илчĕ. Сăмах май, Григорий 3 çул каялла чукун çул аварийĕнче икĕ урине çухатнă. Александра Францева сăрт-ту йĕлтĕрçисен йышĕнче тупăшса 3 медальлĕ пулчĕ, слалом енĕпе ăмăртса 1-мĕш вырăна тухрĕ. Азат Карачуринпа Владислав Лекомцев биатлонистсем те чемпион ятне тивĕçрĕç.

Шел те, Чăваш Енрен Паралимпиадăна хутшăнакан çук. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Юрий Ильин /Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ/ 1994, 1998, 2002 çулсенче хĕллехи Паралимп вăййисенче республика чысне хÿтĕленĕ.

Пирĕн республикăран Паралимп вăййисене пурĕ 81 волонтер кайнă. Вĕсен йышĕнче - Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем. Çамрăксем траспорт предприятийĕсенче, вокзалсемпе аэропортсенче ĕçлеççĕ. Чăваш Енри 10 тренер йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсен турнирĕсене ирттерме хутшăнать.

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.