Вăйли - мала!

2 Нарăс, 2015

Шупашкар хулинчи олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче республикăри йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсен хушшинче самбо ăмăртăвĕ иртрĕ.

Унта ЧР Шалти ĕçсен министерствин, федерацин Наркотĕрĕслев, Хăрушсăрлăх, Айăплава пурнăçлакан, Суд приставĕсен службисен Чăваш Енри управленийĕсен 140 яхăн сотрудникĕ хутшăнчĕ.

Тупăшу хĕрÿ тата нумай енлĕ иртрĕ. Командăсен ăмăртăвĕнче наркополици ĕçченĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Айăплава пурнăçлакан служба команди - иккĕмĕш. Çĕнтерÿçĕсем - Шалти ĕçсен министерствин спортсменĕсем.

Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç.

 

О.ПЕТРОВ

Рубрика: