Ватăскере мăшкăлланăшăн арестленĕ

Куславкка районĕнче 51 çулти рецидивиста арестленĕ. Кун пирки РФ СКан Чăваш Енри следстви управленийĕ пĕлтерет. Арçын хăй пурăнакан ялти 85 çулти кинемее мăшкăлланă тесе шухăшлаççĕ.

Авăнăн 17-мĕшĕнче кăнтăрла çакскер ÿсĕрле ватă хĕрарăмăн пÿртне кĕнĕ. Кил хуçине хĕненĕ, ун тĕлĕшпе ясар шухăшне пурнăçланă. Арçын тухса кайсан тивĕçлĕ канури кинемей йĕрке хуралне шăнкăравланă, киревсĕр ĕçе пурнăçлакана кĕске вăхăтрах ярса тытнă.

Ĕç-пуçа тишкереççĕ. РФ СКан республикăри следстви комитечĕ палăртнă тăрăх, арçын унччен те 72 çулти хĕрарăма мăшкăлланăшăн тĕрмере 4 çул ларнă. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче кăна ирĕке тухнă.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас