Васкавлă мерăсем йышăнаççĕ

27 Юпа, 2016

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви Шупашкар хулинчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 43-мĕш вăтам шкул» МБОУра пулса иртнĕ лару-тăру пирки çакна пĕлтерет:

Кăçалхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче 8 сехет тĕлне Шупашкар хулинчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 43-мĕш вăтам шкул» МБОУра вĕренекенсенчен 21-шĕ ăш пăтраннипе, хăстарнипе, вĕрилентерсе пăрахнипе сăлтавласа медицина организацийĕсене пынине регистрациленĕ.

7 ачана госпитализациленĕ, 14-шĕ — амбулатори режимĕн сиплевĕнче. Вĕсенчен 6-шне ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Хулари ача-пăчан 2-мĕш больници» БУн инфекци стационарне, 1-не «Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници» БУн инфекци стационарне госпитализациленĕ. Сипленме вырттарнă ачасен сывлăхĕ вăтам шая çывăх.

14 вĕренекен участокри врач-педиатр тĕрĕслесе тăнипе амбулатори мелĕпе сипленет. Вĕсен сывлăхне участок-территори принципне тĕпе хурса килте сăнаса тăрассине йĕркеленĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн специалисчĕсем чир пуçланнин сăлтавне палăртас енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Вĕренӳ учрежденийĕнче эпидемипе кĕрешмелли мероприятисем ирттереççĕ.

Асăннă шкулта вĕренекенсене кĕркуннехи каникула янă.