Вăрнарсен ĕç хăвачĕ пысăк

25 Утă, 2016

«Муниципалитетсем тĕрлĕрен аталанаççĕ. Вăрнар районĕ республика экономикине хывакан тÿпе чăннипех те пысăк. Вăрнарсем тата та лайăхрах ĕçлеме пултараççĕ. Вĕсене «чĕртсе» яма кăна пĕлмелле», — республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă çак сăмахсем Вăрнар район ертÿлĕхне, çыннисене малалла ĕçлеме хавхалантарни кăна мар, вĕсен ĕç-хĕлне пысăк хак пани те пулчĕ. Район çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕ.

Районăн çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен администраци пуçлăхĕ Леонид Николаев доклад турĕ. Вăл муниципалитетăн экономика лару-тăрăвне лайăх хак пачĕ, промышленноç производствин продукцине туса илесси, общество апатлананăвĕн кăтартăвĕсем, вăтам ĕç укçи ÿснине палăртрĕ. Районти хуçалăхсем çур çулта 2652 тонна аш, 18892 тонна сĕт туса илнĕ, 37 миллион ытла тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Хальхи вăхăтра Вăрнарсем кĕрхи ĕççинче хĕрсех тăрăшаççĕ. Администраци пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — 690 гектар çинчен тыр-пула пухса кĕртнĕ. Районти 15 хуçалăхран саккăрăшĕ хире тухнă. Леонид Григорьевич кĕрхисен тухăçĕ пысăккине, пĕлтĕрхинчен ытларах пухса илессине палăртрĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Вăрнар районĕн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлĕпе кăмăллă пулнине, сĕт тата какай туса илессипе, инвестици проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿсем пуррине палăртрĕ. ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх — Вăрнар районĕ çын пуçне килекен тупăш кăтартăвĕсемпе республикăра 4-мĕш вырăн йышăнать. «Ку — лайăх кăтарту, анчах районăн ĕçлемелли çук мар. Муниципалитетăн уйрăмах шалăва конвертра панипе кĕрешмелле», — терĕ министр. \

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарсене тухăçлă ĕçшĕн тав турĕ, çынсен пурнăçне тата ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе малашне те пĕрле вăй хума чĕнсе хăварчĕ.

В.БАГАДЕРОВА.

 

Рубрика: