Вăрмарсемпе Çĕрпÿсен аталанăвне хак пачĕç
27 Jul, 2016 | Ял хуçалăхĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Владимир Иванов фермер хуçалăхĕнче вырма ĕçĕсем еплерех пынипе кăсăкланчĕ. Кив Шулхан ялĕнче нумаях пулмасть туса пĕтернĕ фельдшер-акушер пунктне уçма хутшăнчĕ.

Савăнăçлă уява пухăннисене Раççей Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова саламларĕ, комитет пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ял-йыш ятĕнчен республика Пуçлăхне 82 çулти Мария Михайлова ФАП хута янăшăн тав турĕ.

Çав кунах Вăрмарта районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин кăçалхи çур çулхи аталанăвне тишкерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Тихоновăн докладне сÿтсе явма республика Правительствин членĕсем хутшăнчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ кăнтăрла хыççăн Çĕрпÿ районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне тишкерме хутшăнчĕ. Унпа райадминистраци пуçлăхĕ Александр Казаков паллаштарчĕ, министрсем доклада тĕплĕн сÿтсе явса хак пачĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ