Вăрмана та хÿтлĕх кирлĕ

14 Çурла, 2015

Халăх фрончĕн Чăваш тата Мари республикисенчи уйрăмĕсен хастарĕсем çак темăпа ирттернĕ регионсен хушшинчи семинар-канашлăва экологи тата вăрман хуçалăх специалисчĕсем хутшăннă. Вĕсем çутçанталăк пурлăхĕпе усă курассине нормăлас, асăннă отрасле аталантарас, çĕнĕ вăрмансем ытларах чĕртес, вĕсене упрас, тĕллевсĕр усă курнине чакарас тата ытти ыйтăва тишкерчĕç.

- Кун йĕркинчи ыйтусене çивĕч çĕклесе вĕсенчен чылайăшне вăхăтлă тата тĕрĕс татса пама май килчĕ, - палăртрĕ Халăх фрончĕн республикăри регион уйрăмĕн çумпредседателĕ Игорь Дорофеев. - Пирĕн хăнасемпе ĕçтешсем саккунлăхри "шăйрăксем" тата вĕсене тÿрлетÿсем кĕртсе пысăк çухатусем патне илсе çитерекен йăнăшсенчен хăтăласси, обществăн вăрмана хÿтĕлес ĕçри пĕлтерĕшĕ, вăрман ресурсĕсемпе тухăçлă усă курасси çинчен калаçрĕç.

Канашлура чылай ырă сĕнÿ пулчĕ. Сăмахран, акă, халиччен вăрман касса тирпейлекенсене, сĕтел-пукан, хуçалăхра кирлĕ ытти хатĕр туса кăларакансене сертификацилемен. Малашне çакна тĕпе хумалла. Мĕншĕн тесен вăрман лаптăкĕсене укçаллă çынсенчен кашниех арендăна илеет. Анчах унпа мĕн тĕллевпе усă курассине пĕлмесĕр, хăватлă техникăсăр вăрмана сиен кÿме кăна пултарать. Çавăнпа та кунта çирĕп йĕрке кирлех...

Чăваш çĕрĕнче пуçланнă канашлу Мари Республикинчи вăрман делянкинче вĕçленчĕ. Халăх фрончĕн хастарĕсем унта кÿршĕ ĕçтешĕсен опычĕпе паллашрĕç.

Юрий СТЕПАНОВ