Вантер-Комиссарова тăван тăрăха куçарĕç-и?

"Аллă çул выртать Гурий Иванович Вантер-Комиссаров ют çĕрте. Арăмĕпе хăйĕн шăммисене тăван республикăна куçарса пытарма тархасласа ыйтса вилес умĕн çырса хăварнă вăл", - çакăн пек çыру илтĕмĕр Пушкăртстанри Стерлитамакра пурăнакан Вячеслав Ерохинтан паян. 

Гурий Комиссаров-Вантер 1883 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче хальхи Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти учительсен шкулĕнче, Ĕпхÿри тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ.

Гурий Комиссаров-Вантер — чăваш фольклористикине тĕпчекенĕ, чăваш этнологине, историне тата краеведенине тĕпченĕ. Писатель, публицист, тăлмач, литературовед, чĕлхеçĕ, педагог, философ, историк. Етĕрне уесĕнчи тата Епхÿри вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçленĕ. 1969 çулхи нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Киров облаçĕнчи Санчурск поселокĕнче пытарнă.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. Вячеслав ЕРОХИН "Хыпар" издательство çуртне ярса панă сăн ÿкерчĕксем. 

 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас