Ванна пӳлĕмĕ йĕркелер-и?

Ялсенчи çуртсенче халĕ шыв кĕртеççĕ, ванна, туалет пӳлĕмĕсем хăтлаççĕ. Ăçтарах тата мĕнлерех йĕркелемелле-ха çав пӳлĕмсене?

Чи кирли çак «нӳрĕк» пӳ­лĕмсене вентиляципе лайăх тивĕçтермелле. Вĕсене çын пурăнман пӳлĕмсем çийĕнче /икĕ хутлă пулсан/ вырнаçтарма тăрăшмалла. Хула çурчĕсенче ванна, туалет пӳлĕмĕсем чӳречесĕр. Ялта ванна пӳлĕмне пĕчĕкрех чӳрече касни пăсăк пулмĕ. Пĕрре вăл уçăлтарса тăма май парать, тепре — çутă, электроэнерги перекетлесси те шутра пулмалла.

Çак пӳлĕмсене пӳртĕн кай еннелле вырнаçтармалла. Лаптăка пӳрт калăпăшне кура уйăрмалла. СНиП йĕрки тăрăх çуртри туалет лаптăкĕ анлăшпе 0,8 метртан, вăрăмăшĕ 1,2 метртан пĕчĕкрех пулмалла мар.

Ванна, туалет пӳлĕмĕсен алăкĕсем ирĕккелле уçăлмалла, шалалла мар. Çак пӳлĕмсене кĕмелли алăксем тӳрех кухньăна е пурăнмалли пӳлĕме тухмалла мар.

Туалет, ванна приборĕсем çирĕп, хулăн стена çумĕнче тытăнса тăмалла, икĕ пӳлĕме уйăракан çӳхе стена çумне çирĕплетме юрамасть.

Уйрăм çуртра çак пӳлĕмсене тăвас тесен унта мĕн-мĕн вырнаçтарассине шута илмелле. Час-часах çакнашкал пӳлĕмре ваннăна та, душ кабинине те вырнаçтарççĕ. Япала çумалли машина, типĕтмелли прибор, хуçалăхра усă куракан хими япалисем, алшăлли çакмалли т. ыт. те. Çакна йăлтах маларах шута илмелле. Ваннăпа душ кабини хушшинче 0,7 м, унитазпа алăк хушшинче 0,6 метртан кая мар пулмалла.

Ванна пӳлĕмĕ — нӳрĕк вырăн. Çавăнпа ăна хăтламашкăн нӳрĕке чăтăмлă материал суйламалла. Чылайăшĕ керамика плитипе усă курать. Вĕсем тĕрлĕрен пӳлĕме илемлĕх кĕртмелĕх суйламалăх пур. Плитка вăрах тăрать, ăна тирпейлеме те çăмăлрах.

Пластик панельсем йĕнĕрех. Вĕсене туянакан та нумай. Пластика килĕшнĕ пек майлаштарма çăмăл. Ăна кирлĕ пулсан сӳтсе улăштарма та пулать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.