Вакцинаци - шанчăклă хÿтĕлев

23 Авăн, 2015

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче ачасене полиомиелитран вакцина профилактики тăвас ыйтусемпе семинар-канашлу иртнĕ. Унта Шупашкар хулинчи ача-пăча больницисен ертÿçисем, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн специалисчĕсем хутшăннă.

Федерацин потребительсен правине, çынсен тăнăçлăхне хÿтĕлекен тытăмĕнчи надзор служби палăртнă тăрăх тата халăхăн миграци куçăмĕ вăйланса пынине шута илсе полиомиелит чирĕ пирĕн çĕршывра сарăлас хăрушлăх ÿсет.

Чăваш Енре асăннă амакран вакцинăн виçĕ дозинчен сахалрах илнĕ 14 çула çитменнисен шучĕ йышланса пырать. Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне полимиелитран асăннă ушкăна кĕрекен 1809 ачана кăна прививка тунă.

Министерствăн ачасемпе амăшĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине йĕркелекен пай пуçлăхĕ Нина Емельянова шухăшĕпе - сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен кашни тĕпренчĕке чир-чĕртен хÿтĕлемешкĕн профилактикăламаллине çитĕннисене чуна вырнаçмалла ăнлантарса памалла.

Хулари ача-пăчан 1-мĕш больницин тĕп тухтăрĕ Свет­лана Кожевникова палăртнă тăрăх - вакцинацие хирĕçлемелли сăлтав çулсерен чакать, иммунитизацие кансĕрлекен чир-чĕр переченĕ сахалланать. Вăраха кайнă амакпа нушаланакансене халиччен прививка тума юраман-тăк, паян пач урăхла: çакă вакцинацилеме хистекен сăлтав шутланать.

Кĕске справка. Полиомиелит - вируслă ерекен чир, нерв тытăмне, уйрăмах çурăм шăммин сăссине, сиенлет. Кун пек чухне тĕпрен илсен урасене вăйлах мар шалкăм çапма пултарать. Çурăм шăммин сăсси хытах сиенленсен сывлăш чарăнса ларас хăрушлăх пур.

Полиомиелитăн клиника палăрăмĕсем: температура хăпарать, пуç тата ÿт тĕртĕмĕ ыратать, çакă шалкăм çапнипе вĕçленме пултарать. Вакцинаци тума тытăничченхи çулсенче ку чир пĕчĕккисемшĕн уйрăмах хăрушă шутланнă, эпидемисене пула çĕр-çĕр ачан пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă е вĕсем ĕмĕрлĕх сусăрланса юлнă.

Унсăр пуçне полиомиелит вирусĕ инфекци е ОРЗ чухнехи евĕр пыршăн тата сăмсан лăймака сийĕсене сиенлет. Амак чирлĕ е вируслă çынран сыввине таса мар алă, шыв, йăлари япала урлă куçать. Таса çĕрте шыва кĕрсен те полиомиелит çакланас хăрушлăх пысăк.

Рубрика: