Вакансисен ярмăркки: Крымра Шупашкар çыннисене хапăлласа кĕтеççĕ
23 Jul, 2015

Çу кунĕсем çитсен студентсенчен чылайăшĕ: "Каникул вăхăтĕнче тинех канма пултаратăп", - тесе шухăшлать ахăр. Малĕмĕтлисемпе пуçаруллисем вара вĕренÿрен пушă тапхăрта ĕçлемешкĕн шухăшлаççĕ. Ĕмĕте Крымра пурнăçа кĕртме май пуррине пĕлсен çакнашкаллисем татах йышланаççĕ.

Чăваш тата Крым республикисем халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе пĕр-пĕрне пулăшасси тата вăйсене пĕрлештересси çинчен тунă Килĕшÿ тăрăх пирĕн хутлăхра пурăнакансене кăнтăр регионĕнче вырнаçтарма май килет.

2015 çулхи июль уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта çуллахи кунсене Крымра усăллă ирттерес тĕллевлĕ çамрăксем валли вакансисен ярмăркки ĕçлерĕ.

Асăннă мероприятие "Скайппа" усă курса курав конференци мелĕпе йĕркеленĕ май ярмăрккана пынисем Крымра ĕç сĕнекенсемпе - "Сенкер залив", "Курорт-сервис", "Бригантина" ОООсен, "Ылтăн пляж", "Приморье" ТОК" АОсен, "Тинĕс" пансионат" АХО, ачасен пĕтĕм тĕнчери "Артек" центрĕн, "Ясная поляна" санатори представителĕсемпе калаçса ĕç условийĕсем пирки тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕç. Шупашкарти ĕçлев центрĕпе çавăн пекех Алушта, Ялта, Евпатори, Феодоси тата Саки хулисенчи ĕçпе тивĕçтерекенсем çыхăнăва тухрĕç.

Çамрăксем хăйсен пулас пуçлăхĕсемпе "куçа-куçăн" калаçрĕç, канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатрĕç. Ĕç условийĕсем юрăхлă тата шалу тивĕçлĕ пулнине пурте туйса илчĕç. Унсăр пуçне апатланассипе тата пурăнассипе çыхăннă тăкаксене ĕçе илекен саплаштарни те пĕлтерĕшлĕ.

Ярмăрккана пухăннисене вожатăй, горничнăй, сад ăстин, чашăк-тирĕк çăваканăн, массажист, дворник, официант вакансийĕсем тата ытти интереслентерчĕ. Шупашкар çамрăкĕсене Крымра ĕçлеме чĕнекенсем сĕнекен условисем тата хăйсен кăмăл-туйăмĕпе пултарулăхĕ пĕр килни тивĕçтерет.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн психологипе педагогика факультетĕнче пĕлÿ илекен Ольга Ермолаева каникула усăллă ирттересшĕн.

"Паянхи мероприяти мана килĕшрĕ. Çакнашкаллисене тата ытларах йĕркелемелле, - тет студентка. - Тантăшсемпе Ялта хулинчи "Меласс" санаторие суйласа илтĕмĕр. Унта официанткăра ĕçлес тетпĕр. Пурăнмашкăн общежитие вырнаçтараççĕ, апатлантараççĕ. Шалу та 11 пин тенкĕпе танлашать! Япăх мар вĕт. Çу кунĕсем - канмалли тата ĕçлесе илмелли вăхăт. Ыррипе усăлли пĕр килеççĕ", - пĕлтерет вăл.

Алина Сорокина тантăшĕпе пĕр шухăшлă. Крымри çу кунĕсене чăтăмсăррăн кĕтет. "Тинĕс хĕррине эпĕ нихăçан та çитсе курман. Кĕçех унта кайма, Хура тинĕсре шыва кĕме тата ĕçлесе илме пултаратăп", - тет студентка.

Ваканси ярмăрккине 30 çын хутшăнчĕ. Чăваш Ен тĕп хулинчи служба центрĕ кăнтăрти ĕçтешĕсемпе çыхăну тытас енĕпе пухнă пирвайхи опыт ăнăçу кÿчĕ, пирĕн хутлăхри ĕçсĕр граждансене вырнаçтармалли çĕнĕ малашлăх уçрĕ.

 

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.