Вăхăтра тасатнă

24 Чÿк, 2015

Иртнĕ канмалли кунсенче республикăра çил-тăман алхасрĕ, çумăр çурĕ, çулсене пăрлаклантарчĕ - автотранспорта çул çÿреме йывăрланчĕ. Тивĕçлĕ органсем чăрмава пĕтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленĕ-ха?

- ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов тивĕçлĕ органсене çил-тăман алхаснă вырăнсене çитсе тĕрĕслеме ыйтрĕ, - пĕлтерчĕç ĕнер редакцие асăннă министерство пресс-службинчен. - Унăн хушăвне пурнăçласа канмалли кунсенче Тĕп диспетчер службин, «Чăвашавтотрансăн», ГИББДăн пĕр-пĕрин хушшинчи информаци çыхăнăвне йĕркелерĕç, çулсен хăш сыпăкне юртан хăвăртрах тасатмаллине, шуçлакран хăйăр сапмаллине пĕлтерсех тăчĕç. Çавнашкал тăрăхсем М-7 трасса çинче тата айлăмран çÿлелле хăпарнă, юсав пынă тапхăрта çула ансăрлатнă çĕрте пулчĕç. Çул-йĕр инспекцийĕ Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕрпÿ, Красноармейски, Муркаш районĕсенчи автомобиль чарăнăвĕн лаптăкĕсене, çул хĕресленĕвĕсемпе юпписене вăхăтра юртан тасатманнине палăртрĕ. Виçĕ кун хушшинче федераци трассинче - 46, регионпа муниципалитет шайĕнчи çулсем çинче харăсах темиçе ĕç тăвакан техникăн 107 хатĕрĕ çул уçнă. Вĕсемсĕр пуçне юр хырма автогрейдерсене, погрузчиксене, тракторсене явăçтарнă.

Иртнĕ эрнере пирĕн предприятисем çулсен пăрлак сыпăкĕсене 5482 тонна хăйăр сапнă. 549 çухрăм асфальт-бетон çула, 224 километр трасса хĕррине, автобус чарăнăвĕн 334 лаптăкне юртан тасатнă - мĕнпур çула автоаварисĕр çÿремелле тунă.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: