Уйран уçлама та, пир тĕртме те вĕрентрĕç
15 Jul, 2015 | Культура

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен чăннипех те ырă йăла пур. Çулсеренех вĕсем район кунне пĕр-пĕр ял тăрăхĕнче ирттереççĕ. Кăçал çак яваплăх Ишлĕ Шетмĕсене тивĕçнĕ. Сăмах май, ку праçнике Патăрьелсем кăçалхипе 9-мĕш хут йĕркелеççĕ. Вĕсем ăна, паллах, Питравпа та çыхăнтарнă. Питрав çуллахи паллă уявсенчен пĕри шутланать. Çак кунран çанталăк кăштах ылмашать, майĕпен кĕр çывхарнине систерме пуçлать. Куккук та авăтма чарăнать. Ĕлĕк чăваш хĕрĕсемпе каччисем çак кунран вăййа тухма пăрахнă. Ватăсем каланă тăрăх - хурăн милĕкне те Питравччен хатĕрлеме тăрăшмалла. Ял çыннисем така пусса шÿрпе пĕçерсе çинĕ, кил хуçи хĕрарăмĕсем вара хура çырла кукăлĕ янтăланă. Ишлĕ Шетмĕсем çакна шута илсе уява килнĕ кашни çыннах хура çырлапа, кукăльпе, пыллă сăрапа сăйларĕç.

Уяв вăрман çумĕнчи илемлĕ вырăнта иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - Экономика политики, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Олег Мешков, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, Патăрьел район пуçлăхĕ Михаил Петров, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Сумлă хăнасене чăн-чăвашла, капăр тумланнă Ишлĕ Шетмĕсем вăйă картине чĕнчĕç. Илемлĕ юрă сасси вăрман çийĕн ян та ян! кайрĕ. Унтан эстафетăна Патăрьел районĕнчи ял тăрăхĕсенче пултарулăх ушкăнĕсем йышăнчĕç. Вĕсен йышĕнче халăх ятне тивĕçнĕ фольклор ушкăнĕсем те, хорсем те пур. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче уйрăмах палăрнисем, нумай çул пĕрле пурăнакан, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă çемьесем тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕç.

Кашни ял тăрăхĕ алĕç ăстисен, чăваш наци апачĕн куравĕсене йĕркеленĕ. Хăйнеевĕр те интереслĕ мĕнле кăна çынпа паллашма çук-ши кунта! Акă Ишлĕ Шетмĕре пурăнакан хурт-хăмăрçă Василий Анисимов уява çĕнĕ пыл юхтарса, кăрчама туса тухнă. Кунтах кăмăл тăвакансем караслă пыла астивме пултарчĕç. Турханти паллă утарçă Николай Пирожков вара çăка пылне кăна мар, сывлăхшăн сĕре усăллă чечек тусанне те /перга/, пыл хурчĕсен çăкăрне / пыльца/ те сĕнет. Ишлĕ Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Ульяновка ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Королева вара тĕрлĕ сиплĕ курăк, хурăн милĕкĕ хатĕрлесе тухнă. "Эпĕ вăрман варринчи ялта çитĕннĕ. Çавăнпа ачаранпах сиплĕ чей курăкĕсемпе интересленетĕп. Пирĕн тăрăхра ÿсекен 300 яхăн курăка пĕлетĕп. Паян вара уява 40 тĕрлĕ курăк илсе тухрăм. Пирĕн енчи халăх ытларах сар çип утинчен /зверобой/, хĕрлĕхен курăкĕнчен /кипрей, иван-чай/ вĕретнĕ чей ĕçет. Эпĕ хам та хура чейрен ытларах тĕрлĕ курăкран вĕретнине юрататăп. Шел, пирĕн тăрăхра матрÿшке /душица/ сахал ÿсет. Унран та чаплă чей пулать", - палăртрĕ ăста. Татьяна курăк кăна мар, тĕрлĕ çырла, кăмпа пухма та юратать-мĕн. Уявра эпĕ тепĕр вăрттăнлăха та уçăмлатрăм. Хăйăрлă вырăнта ÿсекен хурăнран хатĕрленĕ милĕкĕн çулçи мунчара тăкăнать-мĕн. Çавăнпа милĕк янтăлама тăмлăрах çĕрлĕ çĕре кайма тăрăшмалла. Унта çыхнă милĕк тăн-тăн, çирĕп пулать имĕш. Сăмах май, Ишлĕ Шетмĕре пурăнакансен хушшинче те сиплĕ курăкпа кăсăкланакан йышлă иккен. Антонина Прохоровăпа Ольга Матвеева - чи маттуррисен шутĕнче. Аслă Арапуç ял тăрăхне кĕрекен Сителти Нина Соколова вара вĕтĕ шăрçасемпе тĕрлĕ капăрчăкран хушпу, тухья, тевет ăсталама маçтăр. Вĕсене кăмăл тăвакансем тăхăнса та пăхрĕç. Хăнасене Сăкăтри Федор Артамоновăн йывăçран ăсталанă пуканисемпе ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем те, савăт-сапа та илĕртрĕ. Иртен-каян вĕсене чарăнса тăрсах пахаларĕ. Курмалли, тĕлĕнмелли тата нумайччĕ Ишлĕ Шетмĕре. Пултаруллах çав, Патăрьелсем! Пурне те çырса та пĕтереймĕн.

Уяв тени спорт ăмăртăвĕсемсĕр епле пултăр-ха тата? Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем алă вăйĕ виçес, кире пуканĕ йăтас енĕпе ăмăртрĕç. Уява çÿллĕ шайра ирттерме çумăр çуни те кансĕрлемерĕ. Çынсен ырă кăмăлне сиснĕ пекех тачка пĕлĕтсем вăрман хыçнелле кайса çухалчĕç те хĕвел пăхма пуçларĕ...

Июлĕн 11-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьелсем вара ял 390 çул тултарнине паллă турĕç. Ишлĕ Шетмĕпе Пăлапуç Пашьелне вăрман кăна уйăрать. Ишлĕ Шетмĕре тĕрлĕ ял тăрăхĕн ăстисемпе паллашма май пурччĕ-тĕк, Пăлапуç Пашьелте вара кашни урам хăй сĕтел хатĕрленĕ. Унта техĕмлĕ чăваш апачĕпе кăна мар, алĕç маçтăрĕсен ĕçĕсемпе те паллашма пулать. Кунта - тĕрленĕ кавирсем, хĕр çÿпçисемпе арчисем, тĕртнĕ пирсем, авалхи кĕпесем... Пăлапуç Пашьелсем те пухăннисене чăваш вăййине кăтартрĕç. Унтан ялти пултарулăх ушкăнĕ ĕлĕкхи юрăсене шăрантарчĕ. Кунта шураппасем мăн асаннесем сăра епле вĕретни çинчен те каласа параççĕ. Алă арманĕпе кĕрпе тума та, уйран уçлама та, пир тĕртме те вĕрентеççĕ... Йăлтах куç умĕнче, пĕтĕмпех асра юлмалла... "Ку уçланкăра ял уявне 5-мĕш çул йĕркелетпĕр. Маларах урăх вырăнта ирттернĕ. Эпĕ мĕн ас тăвассах Питравра пирĕн Ял кунĕ пулнă. Уява яланах хуласене тухса кайнисем те килнĕ. Ырă çак йăла ламран лама куçса пырать", - терĕ алтăрпа сăра ĕçтерсе çÿрекен Леонтий Александров. Вăл - ял старости-мĕн. Пăлапуç Пашьелсен уявĕнче мана темиçе хут та пулма тÿр килнĕ. Вĕсем кашнинчех мĕн те пулсан çĕннине хушма, урăхлатма тăрăшаççĕ. Çапла майпа унăн шайĕ çулран-çул ÿссех пырать. Ваттисем çамрăксене хăйсем пĕлнине кăтартса, хăнăхтарса хăварма тăрăшаççĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вара май пур чухне вĕренсе юласчĕ тет.

Роза ВЛАСОВА