Уйра - çĕнĕ комбайнсем

11 Çурла, 2015

Етĕрне районĕнчи В.И.Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕ нумаях пулмасть виççĕмĕш комбайн - CLAAS TUCANO 450 - туяннă. Тырра 7 метр сарлакăш вырать, тĕшĕ тăкăнса юлманпа пĕрех. Ялхуçалăх культурисем - 1500 га. "Кĕрхисем кашни гектартан вăтамран 35-40 ц парса савăнтарчĕç", - тет предприятин ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов.

Ольга Григорьева фермер хуçалăхĕнче те ĕççи аван пырать. Владимир Васильевпа Евгений Сымолкин /Етĕрнери ялхуçалăх техникумне пĕтернĕ/ комбайнерсем тĕштырă культурисене /850 га/ çухатусăр пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Алексей Антоновпа Александр Иванов тырра йĕтем çине турттараççĕ.

"Ленинская искра" хуçалăх уйĕнче иртен пуçласа çурçĕр иртичченех - тăватă комбайн кĕрлевĕ. "2015 гектар çинчен вăхăтра пухса кĕртеççех", - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин. А.Айдак ентешĕсен те - пысăк тухăç кÿрекен комбайнсем.