Уяври чи хаклă парне

25 Çĕртме, 2016

Республика кунĕ — Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк уяв. Кун пек чухне парнесĕр пулать-и? Çирĕпленнĕ йăлана пăсмасăр регион ертÿлĕхĕ çуллен çак кун тĕлне ырă кĕтменлĕхсем хатĕрлет.

Кăçал Атăл леш енчи Сос­новкăра пурăнакан тăхăр çемье чăннипех хаклă парнене кĕтсе илчĕ. Тин кăна хăтланă виçĕ хутлă икĕ çурта хута янă май пурăнма юрăхсăр тесе йышăннă çуртсенчи çынсене çĕнĕ хваттер уççисене пама тытăнчĕç.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов каланă тăрăх — поселокра авари лару-тăрăвĕнче 160 çемье пурăнать. Республикăн «Граждансене Чăваш Республикинче вырнаçнă пурăнмалли çурт-йĕрĕн авариллĕ фондĕнчен 2013-2017 çулсенче куçарасси» программипе килĕшÿллĕн никам та хула варрине куçма килĕшмен. Влаç органĕсем Сосновкăри çынсен кăмăлне хирĕç каймасăр пурăнмалли çĕнĕ объектсене кунтах çĕклеме пикеннĕ. Леонид Ильич шантарнă тăрăх — палăртнă йыша хваттерпе тивĕçтерес ĕç 2017 çулхи авăн уйăхĕнче вĕçленĕ.

Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе илемлетнĕ çуртсен умĕнче уяв пуçланчĕ кăна — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ хваттерсен телейлĕ хуçисене саламлама килсе те çитрĕ. Михаил Васильевич хăтлă çуртсенче туслăх, лăпкăлăх, килĕшÿ хуçаланасса шанса малашне поселокра ырă улшăнусем татах пуласса систерчĕ. Бараксенче чылай çул пурăннă ватă çынсен, вăрçă ачисен умĕнче пуçне тайрĕ.

Çĕнĕ хваттер уççине кĕтсе илнĕ 84 çулти Александра Степанова, тăватă çул каялла кăна ĕçрен кайнăскер, çакăн пек ырлăх хăйĕн тĕлне йăтăнса аннине ниепле те ĕненеймест. Поселокра пурте хисеплекен кинемей Чăваш Ен ертÿлĕхне мĕнпур йыш ятĕнчен тав турĕ. Икĕ ача çитĕнтерекен Филимоновсем те хăйсен савăнăçне ниçта шăнăçтарма пĕлмеççĕ. Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере тивĕçнĕскерсем пухăннă çынсене хăйсен уяв кĕрекине йыхравларĕç.

Ирина ПУШКИНА