Уявра плов та пĕçерĕç

5 Авăн, 2019

Чăн узбек пловне тутанса пăхас килет-и е рецепт вăрттăнлăхĕсемпе паллашас кăмăл пур-и? Çакна Чăваш Енрен тухмасăрах пурнăçлама май пулĕ.

Авăнăн 9-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртне çул тытма сĕнетпĕр. Узбексен культурин кунне халалласа унта савăнăçлă мероприяти иртĕ. Ăна республикăра пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен хутшăнăвĕсене çирĕплетмешкĕн йĕркелеççĕ. Уява Чăвашри наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, Халăхсен ассамблейин представителĕсем, Шупашкар çыннисемпе хăнасем тата пултарулăх коллективĕсем хутшăнĕç.

Пухăннисен узбек пловне епле хатĕрленине курма май пулĕ, наци апачĕсемпе пылак çимĕçсемпе те сăйлĕç. Мероприятие кирек кам та хутшăнма пултарать. Вăл Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче иртет. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 54-77-90, 64-22-33

Рубрика: 

Комментари хушас

Новости по теме