Уяв ячĕпе!
13 Jan, 2017 | М. Игнатьев

Хисеплӗ журналистсем, кӗнеке-хаҫат кӑларакансем тата полиграфистсем!

Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

«Чӑн малтан Сӑмах пулнӑ», – тенӗ Евангелире. Туррӑн ҫак чаплӑ парнипе – сӑмахӑн хӑватлӑ вӑйӗпе ҫынсен ырлӑхӗшӗн усӑ курмалла. Ҫавӑнпа та массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӳрӗ кӑмӑллӑ та пултаруллӑ, ӗҫшӗн ҫунакан тата тӑван ҫӗре чунтан юратакан ҫынсем вӑй хуни чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш Ен медиахутлӑхӗнче шӑпах ҫавӑн пек хастар ҫынсем ӗҫлени пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче наци пичечӗ йӑл илни Чӑваш Ен культури тата обществӑпа политика аталанӑвӗ ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ.

Паян регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсем унчченхи пекех пысӑк пӗлтерӗшлӗ социаллӑ тивӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫынсене информаципе кӑна тивӗҫтермеҫҫӗ, пурнӑҫра кирлӗ пӗлӳ те параҫҫӗ, обществӑри ҫивӗч ыйтусене хускатаҫҫӗ, влаҫпа халӑх хушшинчи тухӑҫлӑ ҫыхӑнӑва йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ.

Медиаиндустри ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене яваплӑ, пысӑк ӑсталӑхлӑ пулнӑшӑн тата хӑйсен ӗҫне парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ӑнӑҫу, пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тата иксӗлми хавхалану сунатӑп! Вулакансем эсир хатӗрлесе кӑларакан хаҫат-журналсене юратса вулани, сумлӑ професси конкурсӗсенчи ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сирӗншӗн паха парне вырӑнне пулччӑр!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                        М. Игнатьев