Уяв Шупашкарта та, Элĕкре те иртĕ

2 Чÿк, 2015

2016 çулта Республика кунĕнчи тĕп мероприятисем Шупашкар хулинче тата Элĕк районĕнче иртĕç. Çакă муниципалитет пĕрлĕхĕсен социаллă пурнăçне тата экономика аталанăвне ырă витĕм кÿрĕ, инвесторсене илĕртĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн Указĕнче Элĕк районне ялсен общество инфратытăмне аталантармашкăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне памалли çинчен каланă.

«Эсир хăнасене кĕтсе илме хатĕр, район çыннисем те Республика кунне çакăнта йĕркелесшĕн», - тенĕ Михаил Васильевич Элĕкри тĕп клубра ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене уявпа саламланă май.

Çитес вăхăтра ЧР Министрсен Кабинечĕ уяв мероприятийĕсен планне хатĕрлесе çирĕплетĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Рубрика: