Уяв кунĕнчи пенсие - маларах

3 Чÿк, 2015

Уяв кунĕнче почта тата Перекет банкĕ ĕçлеменнине шута илсе пенси валеçмелли чÿк уйăхĕнче графика улшăнусем кĕртнĕ.

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче тивĕçмелли пенсие Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче параççĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче валеçмелли пенси укçине Пенси фончĕ Раççей Перекет банкне чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче куçарнă. Кредит организацийĕ нухрата пенсионерăн счетне кĕртнĕ хыççăн ăна илме пулать.

Ытти банкра пенси тÿлемелли вăхăт уйăхăн иккĕмĕш вунăкунлăхне куçнă май тÿлев графикĕ улшăнмасть.

Аса илтеретпĕр: пенсионер пенсие тивĕçмелли меле - почта, банк е урăх организаци урлă - хăй суйлать. Ăна улăштармашкăн Пенси фондне заявлени памалла е электронлă мелпе усă курса ыйтăва www.pfrf.ru. сайта вырнаçтармалла.

Рубрика: