Уя тухрăм - уй куртăм

Çĕрпÿ тăрăхĕнче «Уй кунĕ — 2016» республика куравĕ, йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăркки, Акатуй тата тимĕрçĕсен «Сунтал сасси» фестивалĕ йĕркеленĕ.

«Уй кунĕ — 2016» курав кăçал Михайловка ял тăрăхĕн территорийĕнче иртрĕ.

Уй курма ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн заместителĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков килчĕç. Хăнасем уй-хире лайăх хак пачĕç.

— Çуллен иртекен «Уй кунĕ» курав çĕнĕ агротехнологипе тата ку чухнехи чи лайăх ял хуçалăх техникипе паллашма май парать çеç мар, çитĕнÿсене палăртнипе пĕрле çитменлĕхсене тупма та пулăшать, — терĕ Михаил Васильевич. Вăл РФ Президенчĕ Владимир Путин ял хуçалăхне аталантарассишĕн пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. — Кăçал çĕршыври аграрисене пулăшма 215 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çитес çул çак сумма 237 миллиард тенке çитмелле. Хамăрăн санкцисене Раççей 2017 çул вĕçлениччен тăснă. Çакă пире рынока анлăлатма май парать. Сăмахран, «АККОНД» предприяти хăй туса кăларакан продукцин 15 процентне экспорта ăсатать.

Вадим Николаев аграри çĕршывра çирĕп аталанакан, экономикăна ертсе пыракан сектор пулнине палăртрĕ.

Курава республикăра, Раççейре тата чикĕ леш енче туса кăларнă инновациллĕ 100 ытла техника илсе пынă. Кунта ял хуçалăх культурисен пысăк шанăç паракан сорчĕсене, ÿсентăрана хÿтĕлекен хатĕрсене куртăмăр.

Михаил Васильевич техника экспозицийĕпе паллашнă хыççăн Çĕрпÿ хули çывăхĕнчи Тихвин ярмăрккине çул тытрĕ.

М.Игнатьев Тихвин ярмăркки Чăваш Енпе Раççее паянхи кун та кирлине аса илтерчĕ. Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсем ыттисене хăйсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ.

— Çакă пирĕн обществăна чăмăртанма, çирĕпленме май парать. Çамрăк ăрăва тăнăçлăхпа килĕштерÿ принципĕсене тĕпе хурса Тăван çĕршыва юратма, ĕç çыннине хисеплеме вĕрентсе çитĕнтеретпĕр, — терĕ республика Пуçлăхĕ.

Çĕрпÿ район тата администраци пуçлăхĕсем Татьяна Барановăпа Александр Казаков хăнасене уяв ячĕпе саламланă май районăн пĕлтĕрхи тата 2016 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи çитĕнĕвĕпе паллаштарчĕç.

Михаил Игнатьев Çĕрпÿ халăхĕ ĕçчен пулнине, республика экономикине хăйĕн тивĕçлĕ тÿпине хывнине палăртнă май ĕçре палăрнисене правительство наградисемпе чысларĕ.

Кунтах район Акатуйĕ иртрĕ.

Валентин ВАСИЛЬЕВ.

 

Валентин Васильев

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.