Уй-хирте техника кĕрлет

22 Ака, 2016

Канаш. «Цивиль» обществăра уй-хир ĕçне 10 тракторпа, автомашинăсемпе, тăпрана кăпкалатмалли тата акмалли машинăсемпе тăваççĕ. Кăçал «Кировец» трактор туяннă. Вăрлăх, дизтопливо-бензин çителĕклĕ хатĕрленĕ, механизаторсем пур. Вĕсенчен пĕри В.Иванов 41-мĕш çуракине хутшăнать. А.Яковлев, А.Данилов, А.Порфирьев трактористсем ытти механизатора ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Общество ертӳçи вĕсене çĕнĕ ĕç тумтирĕ туянса панă. Хăйсене хисепленĕшĕн кăмăллă. Канаш районĕнчи уй-хирте 200 ытла трактор кĕрлевĕ тавралăха куллен сарăлать.

Çапах республикăн Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине Э.Шамуков фермер хуçалăхĕн механизаторне Г.Васильева пĕр сăмахсăрах кĕртмелле. 1952 çултанпа тракторпа ĕçлет. Механизатор стажĕ — 64 çул! Кăçал уй-хир ĕçне ДТ-52 тракторпа хутшăнать. Унпа пĕрле фермер патĕнче В.Александров механизатор вăй хурать. Вĕсем çуртрисене 803 гектар акасшăн.

В.Герасимов, И.Протасов, И.Лукиянов фермер хуçалăхĕсенче те çурхи ĕçсем сарăлнă.

Шăмăршă. Уй-хир ĕçне районта чи малтан Пуянкасси ял тăрăхĕнчи «Колос» общество пуçăннă. Суха пуссинче, кĕрхи культурăсен, нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕнче 3 агрегат нӳрĕк тытнă. П.Макаровпа Н.Петров тракторсене кунĕпех ĕçлеттереççĕ.

Пăрачкав. Сăр тăрăхĕнче кĕрхисене апатлантарма «КиПиАй Агро» общество пĕрремĕш тухнă. Пĕр кунта çеç минерал удобренине республикăри хуçалăхсем иртнĕ ĕмĕрте анлăн усă курнă Ан-2 самолетпа 200 гектар çинче сапнă.

Комсомольски. Районти уй-хир ĕçĕсене Ф.Г.Хайртдинов фермер хуçалăхĕн механизаторĕ пуçланă: нумай çул çитĕнекен курăка апатлантарнă.

Вăрмар. Райадминистраци кă­çал иртнĕ çулсенче усă курман çĕрĕн пĕр пайне Энтрияль, Пысăк Енккасси, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче «Свебрата» общество пусă çаврăнăшне 1900 гектар кĕртессе шанать. Вăл 410 лаша вăйĕллĕ NEW HOLLAND трактор туяннă. Çывăх вăхăтра тăпра кăпкалатмалли машинăсем илсе килесшĕн.

Тăвай. ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Л.Шерне /«Чутеевский» ЯХПК/ ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче нумай çул ӳсекен курăка /250 гектар/ апатлантарма тытăннă. В.Васильев водитель уя минерал удобренийĕ турттарнă, михĕсене Ю.Роговой тиенĕ. Г.Казаков агрегачĕ курăк лаптăкĕнче нӳрĕк тытнă. Хуçалăх акана хатĕрленсе 160 тонна удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ кӳнĕ, килĕшӳпе çирĕплетнĕ механизаторсем кашни автомашина-тракторшăн яваплă.

Елчĕк. «Прогресс» общество уй-хирĕнче трактор кĕрлевĕ акан 8-мĕшĕнчен тăрать. Кĕрхи культурăсем — 1000 гектар. Ӳсен-тăрана апатлантарас, нӳрĕк тытас тĕлĕшпе Р.Айметов, Г.Жирнов, Л.Сусметов, В.Анисимов, Л.Го­ловин, С.Елисеев механизаторсем тăрăшаççĕ, Е.Никитин удобрени тиет.

Семен ВАСИЛЬЕВ

Рубрика: