Усрава илнĕ ачасен амăшĕсемпе тĕлпулу иртнĕ
30 Ноября, 2015 | Культура

Шăмăршă районĕнчи Палтиелти культура керменĕнче усрава илнĕ ачасен амăшĕсемпе «Манăнни пек анне пĕртен пĕрре» тĕлпулу ирттернĕ. Хăйсен пепкисемсĕр пуçне тепĕр çемьери ачасене те ăшăлăх, юрату парнелеме пултаракан амăшĕсене Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов саламланă. Уяв каçĕнче тĕрлĕ халăх юррисене шăрантарнă. 8-мĕш класс вĕренекенĕсем пĕчĕк спектакль лартнă. Усрава илнĕ ачасем хăйсен амăшĕсене хитре сăвăсемпе саламланă. «Пирĕн аттепе анне пуринчен те ырă кăмăллă та ĕçчен», - çирĕплетнĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсем. Концерт хыççăн хăнасем вулавăшра чей ĕçнĕ. Сĕтел хушшинче çывăх çыннисем ачана воспитани парассин ыйтăвĕсем тавра калаçнă, пĕр-пĕрне хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.