Усал шыçă "вилĕм" тенине пĕлтермест
Арçынпа хĕрарăм

Этемлĕхĕн черчен пайĕ пурнăçри йывăрлăхсене чĕре çывăхне йышăнма хăнăхнă, арçынран ытларах пăшăрханать вăл. Çавна пула та усал шыçă аталанать. Анчах ку диагноз "вилĕм" тенине пĕлтермест. Хальхи медицинăн чире çĕнтермелли тĕрлĕ меслет пур. Раççейре кашни кунах 47 хĕрарăм кăкăр шыççипе вилет. Республикăра çулталăк пуçламăшĕ тĕлне усал шыçăллă 22 пин ытла çынна шута илнĕ, вĕсенчен 60% - хĕрарăмсем.

Иртнĕ ытлари кун Республикăри онкологи диспансерĕнче асăннă чирпе аптăракан хĕрарăмсене тата вĕсен çывăх çыннисене психологи пулăшăвĕ кÿмелли центр уçăлчĕ. Вăл республикăри Хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе пурнăçа кĕчĕ, çавăн пекех унта "Ырă ĕç" волонтер организацийĕ, онкологсемпе психологсем тÿпе хывнă. "Пурнăçшăн" проект ЧР Экономика министерствин грантне, 300 пин тенке яхăн, тивĕçнĕ. Центр икĕ сменăпа ĕçлĕ, унта пурне те йышăнĕç.

ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова центра кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме шантарчĕ. "Кăмăла çĕклеме культура ĕçченĕсем килсе çÿрĕç, спектакль-концертпа хавхалантарĕç. Пурнăç вĕресе тăрĕ кунта", - терĕ вăл.

Тутарстанри "Пурăнмашкăн пĕр тан праваллă" коммерцилле мар пĕрлĕхĕн директорĕн çумĕ Эдуард Нагуманов палăртнă тăрăх - çакăн евĕр меслетпе Европа çĕр-шывĕсенчи чылай онкологи клиникинче ĕçлеççĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те çакăн пек пĕрлĕхлĕ проект халĕччен пулман-мĕн, общественноçпа медицина тата влаç пĕрле тăрăшсан чылай ыйтăва татса пама пулать.

Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева, хăй усал шыçăпа куçа-куçăн тĕл пулнăскер, чирлисене пурнăçа юратма, уншăн шăла çыртса кĕрешме чĕнет. "Вĕсен кун-çулне çăмăллатас килчĕ, медицинăпа психологи пулăшăвне туйса тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Центра уçса çак тĕллевсене палăртрăмăр. Инкекре пĕчченлĕхре тăвăнса лармалла мар, çынпа пĕрле пулмалла, калаçмалла, малалла пурăнмалла", - терĕ вăл журналистсемпе чуна уçса калаçнă май.

Шупашкарти "Радуга" культурăпа курав центрĕ онкодиспансера парнеленĕ сăн ÿкерчĕксем кирек камăн кăмăлне те хăпартĕç.

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.