Урал тăрăхĕнчи сăваплă вырăнсенче

3 Çурла, 2016

Православи тĕнне пăхăнса пурăнакансем тĕнчери сăваплă вырăнсене çитсе пуç тайма тăрăшаççĕ. Акă Патăрьел тăрăхĕнчи Турра ĕненекенсен пĕр ушкăнĕ çак кунсенче Урал тăрăхĕнче пулнă.

Екатеринбург, Алапаевск, Верхотурье хулисем хăйсен пуян историйĕпе палăрса тăраççĕ. Патăрьелсем чи малтанах Иккĕмĕш Микула патшапа унăн çывăх çыннисене тискеррĕн вĕлернĕ вырăна çитсе курнă, Раççей çĕрĕ çинче пурăнакансем тăнăçлă та сывлăхлă пурăнччăр тесе кĕлĕ тунă.

Верхотурье мăнастирĕнче Симеон ÿчĕ упранать. Çĕпĕрпе Урал тăрăхĕнчи çынсене упракан çветтуя пуç тайнă хыççăн ентешсен ушкăнĕ тата виçĕ мăнастирпе 15 чиркĕве çитсе кĕлĕ тунă.

Çула тухнисем çакнашкал çÿреве йĕркеленĕшĕн Патăрьел районĕн благочиннăйне Сергей аттене тата Елена Сорокина вĕрентекене тав тăваççĕ.

Рубрика: