Ура хуракансем тупăнсах тăраççĕ

1 Çурла, 2016

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, районсемпе хуласен ертÿçисемпе планерка ирттерчĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виталий Емельянов кăçалхи çур çулта патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене еплерех пурнăçлани, çирĕплетнĕ контрактсене мĕнлерех ĕçе кĕртни çинчен доклад турĕ. «Чăваш Ен федераци субъекчĕсен хушшинче пĕлтĕр асăннă саккассен тухăçлăхĕн рейтингĕнче 4-мĕш вырăн йышăнчĕ, — терĕ. — Кăçалхи тĕллев — вĕсене усăллă вырнаçтарассишĕн ăнăçлă ĕçлесси».

2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта саккассем патшалăхăн — 4,3 миллиард, муниципалитетсен 3,6 миллиард тенкĕлĕх.

Тавар туянма, тĕрлĕ ĕç тума тата пулăшу ĕçĕсене пурнăçлама патшалăх туянăвне йĕр-келенĕ чухне саккас илес текенсен хушшинчи конкуренци малтанхи пекех: кашни процедура пуçне хаклашăва 2,7 хутшăнакан. Муниципалитетсен шайĕнче вăл кăштах йăшни сисĕнет: кашни процедура пуçне малтан 3,8 саккасçă пулнă, кăçалхи çур çулта — 2,8. Çав хушăра пĕчĕк предпринимательсем, социаллă тĕллевлĕ, коммерциллĕ мар организацисем 1,2 миллиард тенкĕлĕх саккас панă.

Хальхи вăхăтра республика тата муниципалитетсен саккасĕсене вырнаçтарас текенсен çĕнĕ йĕркепе 2017 çулта ирттерекен тавар, тĕрлĕ ĕç тата пулăшу ĕçĕсен туянăвĕн планĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе тăрăшмалла. Экономика аталанăвĕн министерстви вĕсемпе 6 семинар-канашлу йĕркеленĕ, унта 274 саккасçă хутшăннă.

2013 çултан пуçласа халичченхи саккассене контрактсенче пăхнă вăхăтра пурнăçламан пирки республикăпа муниципалитетсем предприяти- организацирен нумай миллион тенкĕ парăма шыраттараççĕ. Пĕр пайне бюджета куçарттарма май килнĕ. Кунпа çыхăннă ыйтусене ЧР Арбитраж сучĕ тишкерет. Халĕ вăл 16 миллион тенкĕлĕх тавăçсене тĕпчет.

Михаил Игнатьев хысна умĕнчи парăмçăсене пайăррăн пĕлесшĕн пулчĕ. «Чăвашавтодорăн» — 2,3 миллион, «Гарантăн» — 2 миллион, «СУ- 7» АОн — 522 пин, «Стройкомплектăн» 433 пин тенкĕ», — хуравларĕ В.Емельянов. «Вĕсемпе çыхăннă саккассемшĕн хăш министерствăсем яваплă?» — кăсăкланчĕ республика Пуçлăхĕ. Министр тивĕçне пурнăçлакан ыйтăва хуравлаймарĕ, кайран пĕлтерме пулчĕ.

Доклада сÿтсе явма ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина хутшăнчĕ, хăй ертсе пыракан Финанс министерстви асăннă саккассене пурнăçланă чухне укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ енĕпе çитменлĕх чылай тупса палăртнине пĕлтерчĕ.

Кăçалхи çур çулта «СВС-СТРОЙ» тата «Пластик» обществăсен Çĕрпÿ районĕн хысни умĕнчи парăмĕ 10 миллион тенкĕ пухăннă. Администраци пуçлăхĕ Александр Казаков ăна бюджета куçарттарассишĕн асăннă предприятисене суда парса кĕмĕл шыраттарнине пĕлтерчĕ. Мал-тан Канашри налук инспекцийĕнче шута илтернĕ, халĕ Пермь хулинче шутланакан «СВС-СТРОЙ» район бюджетне темиçе çул 6 миллион тенкĕ ытла куçармасть. «Пластик» парăмĕ — 3,9 миллион тенкĕ. Вăл хыснана кăçалхи авăн уйăхĕнче куçарма шантарать.

ЧР Пуçлăхĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă курнăшăн, пурлăхшăн тытакан налук енĕпе пысăк парăма кĕнисемпе тунă килĕшÿсене татас ыйтăва çивĕч лартмалла терĕ. «СВС-СТРОЙ» тата «Пластик» обществăсемпе мĕншĕн вăхăтра татман? — кăсăкланчĕ вăл. — Райадминистрацин çав укçана маларах шыраттармалла пулнă. Пурлăхне арестлеттерсен çеç шанăç пур. Пĕрле тĕл пулса парăмсене татмалли график çирĕплетĕр».

Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин 2016 çулхи çур çулта строительство, ЖКХ, вăрман касас енĕпе ĕçсем пурнăçланă, патшалăх тата муниципалитетсем саккас панă чухне саккунсене пăхăнман пирки 11 уголовлă ĕç пуçарнине, хăшпĕр тĕслĕхре капитал республикăран тулаша куçнине палăртрĕ, патшалăхпа муниципалитет органĕсене йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене асăрхасанах Шалти ĕçсен министерствинчен пулăшу ыйтма чĕнсе каларĕ.

Федерацин налук службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Марина Петрова пĕлтернĕ тăрăх — «СВС-СТРОЙ» ытти организацисемпе пĕрле 7 предприяти йĕркелеме хутшăннă, 13 организацин ертсе пыракан компанийĕ шутланать. Пурлăх никĕсĕ пĕрин те çук, ĕçлекенсен йышĕ пĕчĕк, налук сахал куçараççĕ. «СВС-СТРОЙ» учредителĕ — «Армстрой» ООО. Ăна йĕркеленĕ организацисен икĕ ертÿçин квалификацийĕ тивĕçтермест тесе хак панă. Унăн виççĕмĕш организацийĕ — 60 ытла предприяти учредителĕ. «Хăвăрах ăнланатăр: «СВС-СТРОЙпа» питĕ тимлĕ пулмалла», — терĕ вăл.

ЧР Пуçлăхĕ В.Емельянова çак предприятие республикăри шанчăксăр организацисен йышне кĕртме сĕнчĕ.

Пурăнмалли çуртсен картишĕсене юсас ĕç еплерех пыни çинчен ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников пĕлтерчĕ.

Çак ĕçе Шупашкарта еплерех йĕркелени çинчен хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каласа пачĕ. ЧР Пуçлăхĕ кăçалхи тĕллевсене мĕнлерех пурнăçлассипе кăсăкланчĕ. «Çул- йĕр фондĕнчен тата хула хыснинчен уйăракан укçана туллин ĕçе кĕртетпĕр», — хуравларĕ администраци пуçлăхĕ. М.Игнатьев доклада пĕтĕмлетсе аукционсене çывăх вăхăтрах ирттерме, юсав ĕçĕсене хура кĕркуннеччен вĕçлеме хушрĕ.

Республикăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче комиссие ЧР Патшалăх Канашĕн улттăмĕш суйлавĕн депутачĕсене суйлама тă-ратнă кандидатсене регистрацилемелли документсем тăратмашкăн вăхăт вĕçленнине пĕлтерчĕ. Пурĕ 10 парти суйлава хутшăнасси çинчен заявлени тунă. «Тĕп суйлав комиссийĕн тĕллевĕсенчен пĕри — влаçа криминал лекесрен çине тăрасси, — терĕ Александр Иванович. — «Единая Россия» тата ЛДПР кандидачĕсен хушшинче судпа айăпланнисем çук. Ытти партисен докуменчĕсене право йĕркине сыхлакан органсем пулăшнипе тĕрĕслетпĕр. Судпа айăпланнине тупса палăртсан вăл е ку кандидата парти списокĕнчен кăларттарассишĕн ыйту çĕклетпĕр. Парламент партийĕсен хăйсен списокне пысăк яваплăха туйса çирĕплетмелле».

Юрий МИХАЙЛОВ