Унпа мухтанатпăр

25 Пуш, 2014

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн ентеш, РФ физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп чемпионĕ Владимир Воронков 70 çулхи юбилейне паллă тунă.

Пирĕн ентеш - Олимп паттăрĕ

Владимир Петрович 1944 çулта Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче çуралнă, пулас спортсменăн ачалăхĕ Канаш хулинче иртнĕ. Кунтах вăл спорт шкулне Владимир Григорьев тренер патне çÿреме тытăннă. 16-рах республикăри ăмăртусенче хула чысне хÿтĕленĕскер 1964 çулта хăйĕн пухмачне çĕр-шыв турнирĕнчи пĕрремĕш чи пысăк наградăпа пуянлатнă: Пĕтĕм Союзри «Локомотив» спорт обществин чемпионатĕнче çĕнтернĕ. Çак тапхăртанпа çамрăк йĕлтĕрçĕ СССРта иртнĕ вун-вун ăмăртура пьедестал çине хăпарнă. Хастар та пултаруллăскере каярах çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командине илнĕ. 1966 çулта пĕрремĕш хут тĕнче чемпионатне кайнă, тепĕр икĕ çултан хĕллехи Олимп вăййисене хутшăннă. Францирен медальсĕр таврăннă пулин те лайăх кăтартупа палăрнă: 30 километрлă дистанцие тăваттăмĕш вĕçленĕ. 1972 çулта вара пирĕн ентеше ăннă: Олимпиадăн юлашки кунĕнче командăри юлташĕсемпе пĕрле йĕлтĕрçĕсен эстафетинче тĕнчери чи вăйлă спортсменсене - Швеци, Финлянди тата Норвеги командисене - кая хăварса чемпион ятне тивĕçнĕ. «Паттăрсем!» - тенĕ журналистсем ун чухне пирĕннисен Японири çĕнтерĕвне хакласа. Чăваш Енĕн чăн-чăн паттăрĕ, мухтанатпăр эпир унпа. Владимир Петрович - пирĕн республикăран хĕллехи Олимпиада пьедесталĕ çине хăпарнă пĕртен пĕр спортсмен.

Владимир Воронков СССР чемпионачĕсенче 6 хут çĕнтернĕ, СССР халăхĕсен спартакиадисенче пĕрре мар палăрнă, тĕнче чемпионачĕпе кубокĕнче малти вырăнсене йышăннă. Вăл Ленинград физкультура институтĕнчен вĕренсе тухнă, чылай çул Совет Çарĕн спорт клубĕнче тренерта ĕçленĕ. Мускавра пурăнать пулин те тăван ене час-час килсе çÿрет. Акă кăçал ăна Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăвăн тĕп судйи пулма шанчĕç. Канашра ентешне халалласа çулсерен йĕлтĕрçĕсен турнирне йĕркелеççĕ, спорт шкулĕ те унăн ячĕпе хисепленет.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ саламланă

Çак кунсенче Олимп чемпионĕ Владимир Воронков тăван тăрăха хăнана килсе кайнă. Ăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юбилейпе саламланă, Тав хучĕпе тата сехетпе чысланă. Тĕл пулура вĕсем Чăваш Енре спорта аталантарас ыйтусем çинчен калаçнă. Михаил Васильевич пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Сывлăхпа спорт кунĕ çинчен» указа алă пуснине пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн сывлăх кунне кашни уйăхра ирттерме йышăннă. Акци тĕллевĕ - çынсене физкультурăпа спорта явăçтарасси.

«Чăваш Енре пурăнакан кашни çын спортпа туслаштăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан ĕçре те, вĕренÿре те хастар, пур йывăрлăха çĕнтерме пултарать. Çывăх вăхăтра спорт керменĕсене çÿрекен йышланасса шанас килет. Çак хисеп 40 процентпа танлашмалла. Кашни иккĕмĕш çамрăкăн вара спортпа туслашмалла. Мĕншĕн тесен спорт вăл - çитĕнÿ, ăнтăлу», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ. Пирĕн республикăра çĕнĕ объектсен строительстви вĕçленсен спорт аталанăвĕ çĕнĕ шая çĕкленессине, вĕсене тума РФ Спорт министерстви 334 млн тенкĕ уйăрнине, республика бюджетĕнче те укçа-тенкĕ хывнине пĕлтернĕ Михаил Васильевич.

«Чăваш Ен спорт енĕпе яланах чи лайăх регион йышĕнче пулнă, халĕ те, малашне те çаплах пулĕ. Çакна ертÿлĕхре спортпа туслă çынсем ĕçлени пысăк витĕм кÿрет. Чăннипе республикăра спорта аталантарассипе кăна мар, çынсен пурнăçне лайăхлатас енĕпе те чылай ĕç пурнăçланать», - тенĕ Владимир Воронков.


Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.