Унăн сассипе пĕтĕм чăваш вăранать

3 Çурла, 2017

Аслă Чемен шкулĕнчен сахал мар пултаруллă çын вĕренсе тухнă. Юратнă хаçатăмăн вулаканĕсене вĕсенчен пĕринпе, Шăхач ялĕнче çуралса ÿснĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнчен тин çеç хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă Маша Самделовăпа, паллаштарас килет. Маша — Чăваш наци радиовĕн редакторĕ, «Ирхи кăмăл», «Чĕререн тухакан сăмахсем», «Шурăмпуç» тата «Чĕнтĕрлĕ чаршав» кăларăмсен ертÿçи.

Пур çĕре те епле ĕлкĕрет-ши?

Шкул вăхăтĕнчех маттур та пултаруллăскер лайăххипе çеç палăрса тăратчĕ. Пур предметпа та «5» паллăпа çеç вĕренекен хĕр ача конкурссене хастар хутшăнатчĕ, сăвă пысăк туйăмпа калама ăстаччĕ, спортра, уйрăмах çăмăл атлетикăра, çитĕнÿ тăватчĕ. Пĕтĕм çынна ырă тума тăрăшатчĕ, кĕçĕннисене тата кÿршĕри ватăсене хаваспах пулăшатчĕ. Ĕçчен хĕр ача укçа мĕнле килнине мĕн пĕчĕкренех пĕлсе ÿсрĕ. 4-мĕш класра чухнех аслисемпе пĕрле севок сухан пуçтарма çÿренĕ.

2 хутчен район тата Республика пуçлăхĕсен стипендийĕсене /пĕрне — шкулта, теприне университетра вĕреннĕ чухне/ илме тивĕç пулнăскер ашшĕ-амăшне тата вĕрентекенĕсене çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕ. Хастар хĕр ача кунне икĕ мероприятие те хутшăнма ĕлкĕретчĕ. Астăватăп-ха, пĕррехинче Маша Нăрваш Шăхаль шкулĕнче иртнĕ районти «Раиса Сарпи вулавĕсем» конкурсра мала тухрĕ, кайран тăван шкулта марафон енĕпе тĕнче чемпионки Н. Туптова ячĕпе иртнĕ ăмăртура пурне те кая хăварса спортсменка аллинчен телефон илчĕ.

Чăвашлăхшăн çунаканскер шкул хыççăн университета вĕренме кайнăшăн пĕртте ÿкĕнмест. Халĕ унăн 2 диплом: филолог тата журналист. Факультетри студентсен наука пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнăскер малалла магистратурăра вĕренесшĕн. Унăн çитĕнĕвĕсем çинчен çырса пĕтерес те çук. Хусанта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕнче çĕнтерÿçĕ пулса таврăнчĕ. Патшалăх чĕлхисемпе Мускавра ирттернĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пултаруллă хĕр тĕрлĕ шайри ытти фестивальте, конкурсра мала тухрĕ. Иртнĕ çул хастар чăваш çамрăкĕсемпе пĕрле Крымри Акатуя кайма тивĕçрĕ. Маша Чăваш наци конгресĕ çумĕнче йĕркеленнĕ çамрăксен «Хастар» пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ пулса ĕçлеме те вăхăт тупать. Кăçал Мария Самделова университетăн чи лайăх 100 выпускникĕн шутне кĕчĕ.

«Чăваш пики» конкурсра та палăрчĕ хĕр. 2013 çулта районта çĕнтернĕскер «Регионсен хушшинчи чăваш пики — 2015», «Раççейри чăваш пики — 2016» конкурссен финалистки. Районсенче иртекен çакăн пек конкурссене жюрире хаклама та час-часах йыхравлаççĕ ăна. Пултарулăхпа илем конкурсĕсенчи тепĕр пысăк çитĕнĕвĕ — «Çулталăк моделĕ — 2016» титула çĕнсе илни. Маша пур çĕре те ăçтан ĕлкĕрет-ши? Тĕлĕнмелли анчах юлать.

«Тантăшран» пуçланă

Унăн статйисем «Самант» журналта, «Çамрăксен хаçатĕнче» пичетленеççĕ. Калем ăсталăхне вара вăл шăпах «Тантăшра» туптама пуçланă. Шкулта чухнех унăн хушамачĕ хаçатра тăтăш тĕл пулатчĕ. 2012 çулта вăл «Тантăш» лауреачĕ пулса тăчĕ.

Баскетболпа волейболла, теннис вылясси, йĕлтĕрпе ярăнасси уншăн чун киленĕвĕ. Çуран чупассипе Маша тĕрлĕ ăмăртура палăрать. Çавăн пекех вăл ГТО нормисене йышăнакан судья та. Юлашки вăхăтра республикăри меропрятисене ертсе пыма шанаççĕ. Шупашкар хула, Республика кунĕсенче, ытти пысăк уявра сумлă хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнине час-часах курма пулать ăна. Кăçал та Республика кунĕнче радиора «Раççей çăл куçĕсем» фестивальтен тÿрĕ эфира репортаж кăларчĕ. Пике «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие ертсе пыракансенчен пĕри пулчĕ, радиопа унăн сассипе çĕр-çĕр çын хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслесе диктант çырчĕ. Юлашки вăхăтра илемлĕх индустрийĕнче ĕçлекенсем хăйсен тумĕсене кăтартма чĕнеççĕ ăна. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.