Улттăн наркăмăшланнă. Телее, чĕрĕ юлнă
8 Dec, 2016 | Пулса иртни

ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх — Куславкка районĕн пĕрлехи дежурнăй диспетчер службине Куславкка хулинчи Пушкин урамĕнчи çуртра çынсем наркăмăшланни çинчен паян çур çĕр хыççăн хыпар çитнĕ. 44 çулти кил хуçи хĕрарăмĕ 0 сехет те 25 минут тĕлнелле вăранса кайнă — 49 çулти упăшки тăнне çухатнине курса хыпăнса ÿкнĕ. Кÿршĕ хĕрарăмне васкавлăн чĕнсе илнĕ. Хĕрарăмсем те хăйсене япăх туйма тытăннине кура кÿршине чĕннĕ. Вăл çитсен васкавлă медпулăшăва шăнкăравланă.

— Васкавлă медпулăшу шăнкăрав хыççăн 3 минутранах унта çитнĕ. Пÿртре пулнă çынсене улт-тăшне те /тепĕр пÿлĕмре 14 тата 8 çулсенчи ачасем пулнă/ больницăна ăсатнă. Газ службин, полици сотрудникĕсем килсе çитнĕ. Оперативлă службăсем пурте вăхăтра мерăсем йышăннă. Пĕр 5 минут кая юлса çитнĕ пулсанах çынсем чĕрĕ юласси иккĕленÿллĕччĕ, — терĕ Вениамин Иванович.

Çынсен пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн хăрушлăх çук ĕнтĕ. Çитĕннисенчен иккĕшĕ — реанимаци уй-рăмĕнче, иккĕшĕ — терапире, çул çитменнисем — ачасен уйрăмĕнче.

— Шел те, тивĕçлĕ мерăсем йышăннине пăхмасăр газ оборудованийĕпе усă курнă чух инкексем Раççейре çине-çинех, уйăхсерен, пулаççĕ. Çĕршывра е çурт сирпĕнет, е çынсем сĕрĕмпе наркăмăшланса вилеççĕ. Чăваш Енре Çĕрпÿ районĕнчи Туçире нумай хваттерлĕ çурт сирпĕнни те манăçман- ха. Пĕр уйăх каялла кăна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ канашлура газ оборудованийĕпе усă курнă чух хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтăва сÿтсе явнăччĕ — муниципалитетсене, организацисемпе учрежденисене, çавăн пекех уйрăм çынсене питĕ асăрхануллă пулмалли пирки аса илтернĕччĕ. Тивĕçлĕ килĕшÿсем пулмалла — йĕрке хушнă пек специалистсем çулталăкра икĕ хут газ оборудованине тĕрĕслеччĕр, профилактика ĕçĕсене пурнăçлаччăр. Анчах нумайăшĕ çав-çавах ку пире пырса тивмĕ тесе алă сулать, çакă — яваплăха туйманни — инкек кÿрет. Телее, ку хутĕнче çынсем чĕрĕ юлнă. Анчах çакă — хăрушлăх пысăккине çирĕплетекен шăнкăрав: газ оборудованийĕпе питĕ тимлĕ пулмалла, унсăрăн инкексем татах пулĕç, — пăшăрханса каларĕ Вениамин Иванович.

Çавна май комитет газ приборĕсемпе усă курнă чух тивĕçлĕ правилăсене уямалли пирки тепĕр хут аса илтерет: газ оборудованине, вентиляципе мăрьесене çуллен обязательнăй йĕркепе тĕрĕслемелле; газ баллонĕсен хуралтисемпе шкафĕсене питĕрсе тытмалла — ачасем, ют çынсем ан пырайччăр, сывлăша уçăлтарма жалюзи лартмалла; газ баллонĕсемпе оборудованине ятарлă организацисенче кăна туянмалла.

Çавăн пекех газ приборĕсене, баллонсене, арматурăна хăвăр тĕллĕн вырнаçтарма, юсама юрамасть, ĕçлекен приборсене сăнасах тăмалла, вĕсемпе усă курмашкăн пĕчĕк ачасене шанма юрамасть. Газ оборудованийĕ юсавсăррине асăрхасан е газ шăршине туйсан приборсене тÿрех чармалла, крансене хупмалла, «04» телефонпа çийĕнчех авари службине чĕнмелле, пÿлĕме уçăлтармалла. Çак самантра çулăм чĕртме, электроприборсене хута яма, электроçутă çутма юрамасть.

Сĕрĕмĕн шăрши çук, анчах вăл питĕ наркăмăшлă. Наркăмăшланнин пирвайхи паллисем — кăмăл пăтранни, пуç ыратни, ÿсĕрттерни е сывлăш пÿлĕнни. Вăйлă наркăмăшлансан çын тăнне çухатма, çур сехетренех вилме пултарать. Сĕрĕм тивсен çынна уçă сывлăш кирлĕ, ÿпкене искусствăлла майпа вентиляци туни пулăшать. Çăмăл наркăмăшланнă пулсан нашатырь спирчĕ шăршлаттарни, чей е кофе ĕçтерни вырăнлă.

 

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ