Ултавăн ури кĕске

28 Авăн, 2015

Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе унăн хĕрне çурт-йĕр хăпартма уйăракан социаллă тÿлеве тивĕçнĕ чухне улталанăшăн судпа айăплаççĕ.

Канашри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тата унăн 32 çулти хĕрĕн тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Следстви версийĕ тăрăх, 2010 çулхи çу уйăхĕнче хĕрарăм пĕрмаях ялта пурăнатăп, çавна май Вăтаелĕнче çурт туса тăкакланнă тесе суя документсем хатĕрленĕ. Тĕрĕссипе, асăннă гражданка хулара тĕпленнĕ. Çурт хăпартса та, паллах, укçа-тенкĕ пĕтермен. Чиновник вара саккуна пăсса хĕрĕпе унăн çемйине пурăнмалли çурт-йĕрне лайăхлатма черете тăратнă. Çак тĕллевпех кивĕ те пĕчĕк çурта регистрациленĕ. Çапла майпа ачин пурăнмалли условийĕсене ятарласа япăхлатнă. Кун хыççăн пĕтĕм документа пуçтарса Йĕпреç район администрацине ăсатнă: федерацин тĕллевлĕ программине хутшăнма. Çапла пуçлăх хĕрĕ федераци, республика тата вырăнти бюджетран 420 пин тенке тивĕçнĕ. Укçана, паллах, хăйсен тĕллевĕпе усă курнă.

Следовательсем ашшĕпе хĕрне уголовлă майпа айăпламалăх материалсене çителĕклĕ пухнă, вĕсене суда ярса панă.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Рубрика: