Улатăр пирки - фильм
17 Sep, 2015 | Культура

Николай Шмагин кинорежиссер Улатăр пирки документлă фильм ÿкересшăн. Мускавра пурăнаканскер Чăваш Енре нумаях пулмасть пулнă.

Николай Шмагин Улатăрта çуралнă, анчах 1968 çулта Мускава куçса кайнă. Кинорежиссер тăван хулине халалланă фильма çитес вăхăтра ÿкерме тытăнасшăн. 2002 çулта вăл «Алатырь - бел-горюч камень российский» документлă фильмра режиссер-постановщик тата сценарист ĕçĕсене пурнăçланă.