Ула куракран хыпар пултăр

13 Раштав, 2014

Çар комиссариачĕ пĕр каччăна салтака кайма хут тыттарать. Çĕршывăн пулас сыхлавçине ыр сунса ял халăхĕ ăна ăсатма яланах йышлă пухăннă. Халĕ те салтак каччи хăйпе çывăх тăнă пĕлĕш-тантăшне ăсату каçне пыма чĕнсе çÿрет. Урамра хăйĕнчен чылай аслăскерне курсан унăн кăмăлне хуçас темест - ăсату каçне пыма чĕнет.

Çакскер, янтине хăнăхнăскер, килне çитет те арăмне, «Пĕлетĕн-и, Анаткасри Кольăна салтака илсе каяççĕ, çав ятпа ун патне çамрăксем пухăнаççĕ, урамра тĕл пулчĕ те мана та пыма чĕнчĕ», - тет.

- Намăс та мар-и сана, çулпа илсен вăл шăллу пулать вĕт. Сÿтĕлсе çÿренĕ ан пултăр. Ула куракран хыпар пултăр тенĕ пек пулса тухать капла, - тет мăшăрĕ.

Сăнанă-и эсир, калăпăр, хирĕçре пурăнакансем така пуснă, унччен те пулмасть таçтан муртан юн шăршине сиссе ула кураксем вĕçсе килме те ĕлкĕрнĕ. Кÿрши малтан ун пирки пĕлмен те. Авă ун çинчен ула кураксем вĕçсе килсе хыпар турĕç. Халĕ ĕнтĕ çакскер мĕнле те пулин сăлтав тупса хирĕççи патне каçатех, пĕлет-çке вăл, выльăх-чĕрлĕх пуснă самантра тутанмалли пулатех.

Хытах ĕçес килнĕрен кам та пулин хăйне пулăшма, çăмăл ĕç тума чĕнессе кĕтсе ĕштеленсе çÿрекен çын пирки халăхра çапла калама хăнăхнă.

Роман ЧЕПУНОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.