Украина ачисене - Çĕнĕ çул кучченеçĕ

22 Раштав, 2015

Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительствин Украина регионĕсене тата çав тăрăхран куçса килнĕ граждансене пулăшас енĕпе ĕçлекен ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - ялан пурăннă вырăнтан тухса кайма тивнисемпе çыхăннă паянхи лару-тăру тата вĕсене Чăваш хутлăхĕнче учета тăратасси.

ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх - «Чăваш Ен курорчĕ» санаторире вăхăтлăх кĕтес тупнă украинсенчен чылайăшĕ хăйсен шăпине татса панă. Унта икĕ çемье кăна юлнă. Вĕсенчен пĕри çак кунсенче Смоленскри тăванĕсем патне çула тухать, тепри коопераци институчĕн общежитине куçать.

«Юрма» агрохолдингри пунктра 39 çын тĕпленнĕ. Вăйпиттисене ĕçе вырнаçтарнă. Пурте çакăнтах пÿлĕмсене тара тытса пурăнма килĕшнĕ.

Хальлĕхе Раççей гражданлăхне илнисене пурăннă вырăнта регистрацие тăратма кансĕрри пăшăрхантарать. Çав сăлтавпа хăшĕ-пĕри ĕçе вырнаçаймасть. Комиссие ертсе пыракан Иван Моторин асăннă ыйтăва пĕрлехи вăйпа татса пама кирлине аса илтерчĕ.

Çак кунсенче Раççейрен Украинăна гуманитари пулăшăвĕн 47-мĕш конвойĕ çитнĕ. Ăна хатĕрлемешкĕн Чăваш Енри влаç органĕсен хастарĕсем сумлă тÿпе хывнă: ачасем валли вĕсем Çĕнĕ çул кучченеçĕн 5 пин чĕркемне ăсатнă.

Валентина СМИРНОВА