Укçа шыраса илнĕ

21 Юпа, 2015

Бюджет укçипе тĕллевсĕр усă курнă тесе Вăрмар районĕн сучĕ район прокуратурин тавăçне тĕпе хурса потребительсен «Тăвай кооперативĕ» обществинчен республика хысни валли 819 пин тенкĕ ытла шыраса илме йышăннă.

2009-2010 çулсенче кооператив председателĕ чăнлăхпа килĕшсе тăман документсемпе усă курса республикăн халăха ĕçпе тивĕçтермелли программин шучĕпе асăннă виçелĕх субсиди илнине çирĕплетнĕ. Çак укçапа ĕçсĕр юлас хăрушлăх тухса тăнă çынсене ĕçе вырнаçтарнă имĕш. Чăннипе вара унашкал хăрушлăх пулман, çынсем хăйсен унчченхи тивĕçĕсенех пурнăçланă, общество ĕçĕсене хутшăнман. Ĕç вăхăтне шута илмелли суя табельсем, ĕçе пурнăçланине кăтартатакан актсем, çынсене шалу тÿленине çирĕплетекен ведомоçсем хатĕрленĕ, вĕсене Тăвай районĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрне панă. Çавна май «Тăвай кооперативĕ» общество республика бюджетĕнчен 819 670 тенкĕ илнĕ, çав укçапа тĕллевсĕр усă курнă.

Кооператив председателĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, анчах ăна июль вĕçĕнче амнисти акчĕпе килĕшÿллĕн пĕтернĕ. Следстви вăхăтĕнче республика бюджетне кÿнĕ сиене саплаштарманнине кура район прокурорĕ суда тивĕçлĕ тавăç тăратнă. Суд ăна тивĕçтернĕ, укçана бюджет валли туллин шыраса илнĕ.

Рубрика: