Ухсай ялĕнче - хăнара
5 Dec, 2016

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 105 çул çитнине халалласа Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче поэзи уявĕ иртрĕ. Çыравçăн çуралнă тă-рăхне Чăваш Ен делегацийĕ те çитсе килчĕ.

ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Лидия Филиппова ертсе пыракан ушкăн чи малтан Пелепейри гимназин пурнăçĕпе паллашрĕ. Унта тĕрлĕ наци çыннисен ачисем пĕлÿ илеççĕ, вĕре-некенсем чăваш халăхĕн кун-çулĕпе культурине, ырă йăлисене ăша хываççĕ. Слакпуç шкулĕнче те тăван чĕлхене хисеплеççĕ, халăх поэчĕн ятне асра тытаççĕ. Шупашкар делегацийĕ пĕлÿ çуртĕнче иртнĕ “Ухсай вулавĕсем” ăслăлăх конференцине те хутшăнчĕ. Паллă сăвăçа халалланă мероприятире Пелепей районĕнчи тата Çĕрпÿ тăрăхĕнчи тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем сăмах илчĕç.

Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн палăкĕсем умĕнче пуç тайса чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн хăнасем сăвăçăн музейне çул тытрĕç. Вĕсене музей ертÿçи Алевтина Жилкина ăшшăн кĕтсе илчĕ, экспонатсемпе паллаштарчĕ. Каçкÿлĕм ялти культура çуртĕнче “Эс — халăх ывăлĕ” фестиваль иртрĕ. Уява пухăннисене Пелепей районĕн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Смородин, Пелепейри чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Владимир Яковлев, “Урал сасси” хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕç, фольклор ансамблĕсемпе юрăçсем халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç.