Учительсем хорпа юрларĕç

6 Юпа, 2018

Паян, юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче, Шупашкарта Оперăпа балет театрĕнче Учитель кунĕ ячĕпе савăнăçлă уяв пулчĕ. Вĕрентекенсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов саламларĕç, ĕçре ÿсĕмсем тунисене хисеп хучĕпе чысларĕç.

Уява малалла учительсен хорĕн концерчĕ тăсрĕ. Ку фестиваль кăçалхипе 5-мĕш хут иртрĕ. Ăна вĕсен пултарулăхне аталантарас, хор искусствине сарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Конкурс икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕшне тĕлĕ районти учительсен 26 хорĕ (пурĕ 500 çын) хутшăннă. Финалта пĕрлештернĕ чи лайăх 9 хор юрларĕ. Вĕсем – хăйсен районĕнчи çĕнтерÿçĕсем. Ушкăнсем 3 юрă юрларĕç: вырăсла, чăвашла тата хăйсен профессийĕ пирки.

Жюри  çĕнтерÿçĕсене икĕ номинаципе палăртрĕ: чăвашла юрлассипе — Вăрмарсем, вырăслипе Улатăр районĕнчи учительсен хорĕ мала тухрĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас