Уççăнлăх — тĕпре
27 Jul, 2016

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса уççăн калаçма яланах хатĕр. Çакна Михаил Васильевич граждансемпе тĕл пулма йĕркелекен йышăну кунĕсем те туллин çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех юлашки вăхăтра информаци ресурсĕсем пулăшнипе республика çыннисемпе тÿрĕ çыхăнăва тухасси йăлана кĕчĕ.

Чăваш Республики раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнчи Граждансене йышăнмалли пĕрлехи кунра çеç мар, ытти вăхăтра та ССТУ комплексĕпе усă куракан пилотлă регионсен йышне кĕнĕ. Видеоконференцçыхăну мелĕ пулăшнипе граждансем хăйсем пурăнакан вырăнтанах патшалăх влаç органĕсен представителĕсемпе çыхăнма, хăйсене хумхантаракан ыйтăва пама пултараççĕ. Çакă çынсен вăхăтне те, укçи-тенкине те перекетлеме май парать.

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн В.Путинăн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансен ыйтăвĕсене шăпах видеоçыхăну мелĕпе хуравларĕ. Чи малтан Улатăртан 1-мĕш ушкăн инваличĕ Сергей Здюмаев çыхăнăва тухрĕ. Вăл гемодиализ процедурисене туса ирттерме эрнере виçĕ хутчен Шупашкара çÿрет. Сергей Анатольевич çул укçи тăкакĕсене саплаштарма май килмест-ши тесе кăсăкланчĕ. Михаил Игнатьев ăна савăнăçлă хыпарпа савăнтарчĕ: бюджетра ку тĕллевпе укçа пăхса хăварнă. Республика пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх — компенсацие авăн уйăхĕнчех пама пуçлаççĕ.

Йышăнăва килнĕ ытти граждансем те республика Пуçлăхĕнчен тулли хурав илчĕç.

В.БАГАДЕРОВА.